Сарăту облаçĕнчи чăваш ялĕсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Саратов облаçĕнчи чăваш ялĕсем — Раççей Федерацийĕнче хальхи Саратов облаçĕн территорийĕнче вырнаçнă чăваш ялĕсем. Вĕсен шучĕ пĕр теçетке таран пуçтарăнма пултарать (анчах унтан ытла мар). Облаçăн çурçĕр енчи районĕсенче вырнаçнă. Хăшперисенче нацилĕх енчен хутăш халăх пурăнать.

Сарăту облаçĕнчи чăваш ялĕсене асăнса тухни
- Шурту (выр. Белая Гора) — Пасарлă Карапулак районĕ
- Калманттай (выр. Калмантай) — Вольски районĕ
- Касанла (выр. Казанла) — Пасарлă Карапулак районĕ
- Ĕшнеуй (выр. Шняево) — Пасарлă Карапулак районĕ
- Çĕньял (выр. Ерёмкино) — Хвалынски районĕ
- Ăвăс (выр. Абдулловка) — Пасарлă Карапулак районĕ
Çакăнта асăннă Çĕньял XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче урăх ялтан (выр. Старая Лебежайка) куçса ларнă. Лери чăвашсем çавăн пекех Чăваш Çирĕклĕ ялне те (выр. Новая Лебежайка) куçса кайнă. Çапла вара хайхи ялта паянхи куна чăвашсем юлман та пулас. Анчах та малтан пулнă вĕт! Эппин çав ялăн, вырăсла "Старая Лебежайка" текенскерĕн, чăвашла ячĕ те пулнах ĕнтĕ. Ку ята халлĕхе тупса палăртайман-ха.
Çĕньялпа пĕрлех "Туналейка" текен ял та никĕсленнĕ. Вăл 1968-мĕш çулччен тытăнса тăнă[1]. Çав ялăн урăхла чăвашла ячĕ пулнă-ши е пулман-ши — ку каллех паллă мар.
Коллективизаци тапхăрĕнчех Касанларан Борьба ял уйрăлса тухнă, 7 çурăмра вырнаçнă[2]. Унран паянхи куна мĕн те пулсан юлнă-ши, юлман-ши, — ку паллă мар.
Remove ads
Истори
Хвалынскири таврапĕлÿ музейĕн ăслав ĕçлевçи Л.Е. Сетежева çапла çырать[1]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)В Саратовский край чуваши переселялись в конце XVII – начале XVIII века, сосредотачиваясь преимущественно в северных уездах: Кузнецком, Петровском, Вольском и Хвалынском. Давнее общение с другими народностями, далеко превосходящими их численно, не помешало чувашам сохранить свою национальную самобытность.<Куçару: Сарăту таврашне чăвашсем XVII ĕмĕр вĕçĕнче – XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче килнĕ те, тĕпрен илсен çурçĕрти уессенче вырнаçнă: Кузнецки, Петровски, Вольски, Хвалынски. Ĕлĕкренпех хăйсенчен чылай йышлăрах халăхсемпе хутшăнни вĕсене хăйъевĕрлехсене сыхласа хăварма чăрмантарман.>
Remove ads
Чĕлхе тата ытти уйрăмлăхсем
Л.Е. Сетежева каланинех тăнлатпăр[1]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Все местные чуваши говорят на родном языке, относящемся к тюркской группе, на диалекте низовых чуваш (анатри) с характерным уканьем и отсутствием в произношении звука О. При этом в чувашских словах чаще встречается звук Щ, например: щук - нет, щерь - земля, щиран - овраг, щава - коса и т.д. Следует отметить, что многие чуваши, живущие в селах Бахтеевка, Зарыклей и Еремкино, свободно владеют не только чувашским и русским, но татарским и мордовским языками. Совместное проживание на небольшой территории в течение нескольких столетий, обусловило взаимовлияние культур и языков. Например: «алаша» - лошадь, «панга» - грибы, «малай» - мальчик, имеют одинаковое значение и у мордвы, и у татар. Сходны по значению чувашские и татарские слова: «киль» - иди, «ара-бире» - туда сюда и т.п.
Ытти хăйьевĕрлĕхсем пирки вăлах[1]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Современные чуваши, которые проживают в селе Еремкино, позаимствовали праздничное блюдо курник у мордвы, а чуваши Ульяновской области переняли национальное блюдо татар - салму (домашняя резаная лапша с куриным мясом) и перемече. Достаточно поздно, с середины XIX века, ведущее место на чувашском столе занял картофель (В Саратовской и Ульяновской областях – «картуха», в Чувашии – «щерь улми» ( земляное яблоко).
Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем
- Ласса Хĕлипĕ (Аникин Филипп Лазаревич) (1881-1974) — патша саманинчи чăваш сăвăçĕ.
- Конюшев Николай Степанович (23.02.1939 çур.) — актёр, кинорежиссёр.
- Мурзакова Мария Егоровна (06.10.1945 çур.) — Шупашкарта ĕçлекен юрăçă[3].
- Идобаев Роман Никифорович. — 1903-1906-мĕш çулсенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче мусăк вĕрентнĕ.
- Мельников Владимир Дмитриевич (2017-мĕш çул тĕлне 82-ре), — разведчик, машшынсем тăвакан конструктор, таврапĕлÿçĕ, "Казанла" кĕнеке авторĕ[4].
Remove ads
Кăсăклă фактсем
- Саратов облаçĕнчи Ĕшнеуй чăваш ялĕнче — Раççейĕпех питĕ вăйлă палăрнă "Комбинация" поп-ушкăнăн яланхи юрăçин Татьяна Иванован тымарĕсем.
Вуламалли
- Матвеев Г.Б. Чуваши саратовские. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- Акимова Т.М. Эволюция женского костюма у саратовских чуваш // Труды Нижневолжского областного научного общества краеведения. Саратов, 1928. Вып. 35. Ч. 5.
- СИМБИРСКО-САРАТОВСКИЕ ЧУВАШИ 2021 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. / Монографическое исследование / Под общей редакцией проф. М.Г.Кондратьева. — Чебоксары: Чувашский государственный институт гуманитарных наук, 2004. — 274 с., илл. — (Чуваши в современном мире. История и культура).
- Иванов В. П., «Этническая география чувашского народа», Чебоксары, 2003, ISBN 5-7670-1404-3.
- Юрату, А. Килти яшка тутлă-ши е аякри тăванăн-ши? : [чăваш делегацийĕ Саратов облаçĕнче пурăнакан чăвашсем патĕнче хăнара пулнă хыççăн çуралнă шухăшсем] / А. Юрату // Чăваш хĕрарăмĕ, 2005. — 30 çĕртме-9 утă (№ 25-26). — С. 2.
- Филиппова, Л. Саратовсем чăваш лавкки уçасшăн : [Чăваш Республикипе Саратов хушшинчи культурăпа экономика çыхăнăвĕсем çинчен] / Л. Филиппова // Хыпар. — 1999.- 23 ака.
Remove ads
Асăрхавсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads