Сениэль Михаил Павлович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Сениэль Михаил Павлович (паспортри хушамачĕ Егоров, 1940 çул, раштав, 30, Саврăшпуç ялĕ, Аксу районĕ, Тутар АССР, РСФСР, СССР ç.) чăваш сăвăçи, прозăçи, тăлмачĕ.

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Çуралнă вăхăт: ...

СССР ÇП пайташĕ (1974).

Remove ads

Пурнăçĕ

1940 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче Тутарстанăн Аксу районĕнчи Саврăшпуç ялĕнче çуралнă.

Аксу вăтам шкулĕнчен, Чистай медицина училищинчен, Хусан университетĕн историпе филологи курсĕнчен, Мускаври Литературăн аслă курсĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ пулса 10 çул ытла ĕçленĕ.

Юлашки вăхăтра професиллĕ çыравçă.

Пултару ĕçĕсем

Сăвăсем, поэмĕсем çырать. «Ытарайми», «Савăнăç куççулĕ», «Çĕр чунĕ» ятлă кĕнекисем автор шухăш-кăмăлне лайăх палăртса тăратаççĕ.

Темиçе кĕнеке вырăсла та тухнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Малтанхи юр» (1969);
  • «Шкул вальсĕ» (1971);
  • «Каçĕ çутă, уйăхĕ çутă» (1971);
  • «Çутă шыв хĕрринче» (1976);
  • «Савăнăç куççулĕ» (1984);
  • тата ыттисем.

Вырăсла тухнă кĕнекисем:

  • «Удача» (Ăнăçу, 1978)
  • «Лунные ночи» (Уйăхлă каçсем, 1983);
  • тата ыттисем.
Remove ads

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads