Хумма Çеменĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Хумма Çеменĕ
Remove ads

Хумма Çеменĕ (паспортпа Фомин Семен Фомич), — 10.9.1903, Енĕш Нăрваш ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни — 25.9.1936, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП) — чăваш çыравçи, сăвăçи, драматургĕ, тăлмачĕ[1].

Краткие факты Çуралнă вăхăт:, Çуралнă вырăн: ...

ССРП ÇП пайташĕ (1934).

Remove ads

Биографи

1903 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Çĕрпӳ уесĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă.

Ялти пуçламăш, Шăхасанта икĕ класлă, ун хыççăн ялти икĕ сыпăклă шкулсенче вĕреннĕ. 1920 çулта Хусанта тухса тăракан «Канаш» хаçат редакцине тăлмач ĕçне вырнаçнă. Çав вăхăтрах çĕр йĕркеленĕвĕн техникумĕн каçхи уйрăмĕнче вĕреннĕ.

Чăваш автономине туса хунă хыççăн редакципе пĕрле Шупашкара куçнă. Хаçатăн литература ĕçченĕ, пай ертӳçи, явăплă секретарĕ тата редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. 1926 çулта Вăтам Азипе Кавказ çĕрĕсене çитсе курнă.

Пĕр вăхăт Ашхабадра тухса тăракан «Туркменская искра» хаçатра вăй хунă. 1927-1932 çулсенче Шупашкарти типографире тӳрлетекен ĕçĕсене туса пынă. 1932-1936 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература кĕнекисене пичете хатĕрленĕ.

1936 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче самай вăхăт хушши йывăр чирленĕ хыççăн вилнĕ.

Remove ads

Кĕнекисем

Хумма Çеменĕ калавсемпе сăвăсем, повеçсем, роман («Йӳçлĕ-тутлă» ятлăскер), очерксемпе статьясем çырнă, вырăсларан чăвашла Н. Некрасов, А. Кольцов, А. Фет, Ян Райнис, Г. Тукай, У. Уитмен, В. Гюго, Д. Рид, В. Короленко тата ытти çыравçăсен ĕçĕсене куçарнă.

«Выçлăх çул» ятлă пĕрремĕш калавĕ 1923 çулта пичетленсе тухнă. Пурĕ 10 кĕнеке кăларнă. Унăн ĕçĕсем шкул вĕренӳ кĕнекисене кĕртнĕ.

Кĕнекисем:

  1. «Юрă-сăвăсем» (1922);
  2. «Выçлăх çулсем» (1924);
  3. «Ача чухнехи» (1931);
  4. «Суйласа илнисем» (1960);
  5. «Штрум» (1975);
  6. «Пирĕн вăй» (1982);
  7. «Воскресение Орфея» (Орфей чĕрĕлни, вырăсла, 1987);
Remove ads

Вуламалли

  • «Чăваш литературин антологийĕ», хатĕрлекенсем: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003, ISBN 5-7670-1279-2 .
  • Петров Н. Язык и стиль художественной прозы С. Ф. Фомина : Автореф. дис. … канд. филол. наук. — М.: 1963. — 150 экз.

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads