Филиппин тинĕсĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Филиппин тинĕсĕ
Remove ads

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Краткие факты Лаптăк, Калăпăш ...

Филиппин тинĕсĕ (акăл. Philippine Sea) — Лăпкă океанăн чи пысăк утрав хушшинчи тинĕс, йĕр-тавра Яппун утравĕсем, Тайвань, Филиппин архипелагĕ анăçра, шывай ту хырçисем, Идзу, Огасавара (Бонин), Кадзан (Волкано) тата Мари утравĕсем тухăçра, Яп тата Палау — кăнтăр-тухăçра. Лаптăкĕ — 5726 пин çм².

Вăтам тарăнăшĕ 4108 м, чи тарăнни — 10265 м (Филиппин валакĕнче). Çурçĕр Пассатпа Куросио юхăмĕсем иртеççĕ.

Шыв çийĕн температури: 15—28 °С (çурçĕрте) — 27—29 °С (кăнтăрта). Тăварлăхĕ 34,3 — 35,1 ‰ çурçĕртен кăнтăралла. Филиппинпа Анăç-Мариан котловинисем кĕреççĕ, вĕсем Кюсюпа Палау хушшинчи шывай ту хырçипе уйрăлаççĕ.

Пулă тата кит нумай тытаççĕ.

Паллă портсем: Нагоя, Иокогама (Япони), Апра (Гуам утравĕ.).

Remove ads

Каçăсем


Remove ads
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads