Фолк-хистори

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Фолк-хистори — историе ăслав ĕмĕлкипе витĕнсе, анчах та ăслăлăх принципĕсене ним вырăнне хумасăр, каласа тата ăнлантарса пама пăхни. Паллах, ку йыша юриех шахвăртса тата илемлĕх саккунĕсене пăхăнса ăсталанă тĕрлĕ жанрлă литература хайлавĕсем (фантастика, фэнтези, юмах, баллада, юптару т.ыт.те) кĕмеççĕ, мĕншĕн тесен ун пекисенче "чăннине калатпăр" тесе куçкĕрет пĕлтермеççĕ, ытарлăха мала кăларса тăратнине ним пытармасăр систереççĕ. Çапах та, виçерен тухса кайсан, унашкал япаласем те Фолк-истори енне сулăнаççĕ. Çавăн пекех хăшпĕр авторсем хăйсен хайлавĕсем "фолк-хистори" евĕрлĕ япала пулнине сисмессе те пултарнине палăртмалла. Анчах та ку вĕсене тÿрре кăлармалли сăлтав пулаймасть.

Remove ads

Пулăма палăртакан сăмах çурални

"Фолк-хистори" тени акăлчанларах илтĕнет пулин те, чăннипе вăл унччен СССР пулнă территорире çуралнă.

Унчченхи СССР тулашĕнче унашкал, ун евĕрлĕрех сăмахпа усă курнине палăртман. Ку пулăма урăхларах ăнлавсемпе калаççĕ (сăмахран, акăл. non-academic history, "академилле мар истори").
Remove ads

Фолк-хистори енĕпе палăрнă авторсем

  • А.Т.Фоменко, "Çĕнĕ хронологи" текен япала тавра хăйĕн хайлавĕсене ăсталакансенчен пĕри.
  • М.З.Закиев (1928 çур.), идейăлла-историлле майлаштарăвĕсене истори ăславĕсен кандидачĕ (1996) тата истори ăславĕсен докторĕ (2013)[2], Тутарстан президенчĕн канашçи И.Л.Измайлов "фолк-хистори" (тутарла — "Халык-тарихистори") тесе хаклать[1]. Ку "жанрпа" ĕçлекенсене И.Л.Измайлов "тарихизаторсем" тет. Тутар чĕлхинчи "тарих" (истори) сăмахран ĕнтĕ.
  • Ф. Г. -Х. Нурутдинов, Джагфар Тарихы текенскерне ăсталанă, пурнăçри çаврăма кĕртнĕ çын.

Фолк-хистори енĕпе палăрнă чăваш авторсем

  • Егоров Г.П.[1], вулакансем хушшинче "Мăн Кенна", "Кеннаман" ятсемпе те паллăскер.
Remove ads

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads