Фукусима-1 АЭС-ĕнчи авари

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

АЭС 1-мĕш энергоблок сирпĕнни

Thumb<div class="ts-ПозКарта-метка" style="
 left:Выраженири йӑнӑш: палласа илмен «[» чарӑну палли.%;
top:Выраженири йӑнӑш: палласа илмен «[» чарӑну палли.%">
Точка
Фукусима АЭСĕ (1 и 2) Япони картти çинче.

'Фукусима-1 АЭС-нчи авари —2011-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче çĕр чĕтренĕвĕ тата цунами [1] хыççăн пулса иртнĕ анлă йĕр хăварнă[2], официаллă çынсем каланă тăрăх INES шкалипе 5-мĕш шайри радиаци аварийĕ .

Remove ads

Хроника

пушăн 11-мĕшĕ

Thumb
Станци çӳлтен пăхсан.(1975 çул). Цифрăсемпе энергоблоксене палăртнă (6-мĕш энергоблока туса пĕтермен

Çĕр чĕтренĕвĕ вăхăтĕнче 3 ĕçлекен энергоблока штатлă ĕçленĕ автоматика сыхлавĕ ĕçлеме чарнă. Анчах пĕр сехетрен çĕр чĕтренĕвĕ хыççăн пулнă цунами пирки станцине электричество çитме прахнă (çав шутра авари дизель генераторĕсенчен)., [3][4][5][6]. Электричество сӳнтернĕ реакторсенче тухакан ăшша илме кирлĕ. Вэй — Вигнер формулипе килĕшӳллĕн, çак ăшă реактора сӳнтерсен малтанхи çеккунтсенче чаричен кăларнă ăшă хăвачĕн 6,5 %, тепĕр сехетрен 1,4 % яхăн, çулталăкран - 0,023 % [7]. Резерври дизель электростанцийĕсене çухатсанах станци хуçи, TEPCO компани Япони правительствине авари ситуациĕ çинчен пĕлтернĕ. Çавăн хыççăн чи малтанхи тĕллев — авари системине электричествопа тивĕçтересии пулса тăнă, çавăнпа станцийе мобиллă генераторсем илсе килме йышăннă. [6][8]. Реакторсене сивĕтсе ĕлкĕреймен пирки виçĕ ĕçлекен реакторта та шыв шайĕ чакма, пусăм ӳсме тытăнна. Чи малтан 1-мĕш энергоблокра ситуации йывăрланнă. Реактор пысăк пусăмпа çĕмĕрсенрен пăса гермооболчкăна кăларнă, унта пусăм 840 кПа (проектпа 400 кПа таран) çитнĕ. Гермооболочкине аркатас мар тесе унти пăса атмосферăна кăларса янă, çăв вăхăтра TEPCO тата МАГАТЭ пăса радионуклидсенчен фильтăрлама шантарнă. Пусăм чакнă, анчах çăв вăхăтра активлă зонăра циркони пăспа реакципе кĕнĕ хыççăн пулнă водород реактор уйрăмĕн обустройкине тухнă[6][8].

пуш, 12

Thumb
Энергоблок-1: сирпĕничен тата сирпĕннĕ хыççăн

UTC вăхăчĕпе 6:36 1-мĕш энергоблокра водород сирпĕннĕ, бетон консртукцийĕсен пĕр пайĕ ӳкнĕ. [9]. Реактор корпусĕ çĕмĕрĕлмен, анчах тулаш витти арканнă. Станцинче ĕçлекен 4 çын аманнă, вĕсене пульницăсене ăсатнă [10]. Сирпĕннĕ хыççăнах станцинчи радиаци шайĕ 1015 мкЗв/сехет çитнĕ, 4 минутран 860 мкЗв/сехет, 3 сехет те 22 минутран— 70,5 мкЗв/час[11]. Куçса çӳрекен лабораторисем станцин промполщадкин тулашĕнчен илнĕ пробăсенче цези изотопĕсене тупнă, анчах мĕн чухлине пĕлтермен. Ку хăшпĕр ТВЭЛсен çийĕсем пăсăлнине пĕлтернĕ [4][12]

Remove ads

Çавăн пекех

  • Фукусима II
  • Чернобыль АЭС
  • Кыштым аварийĕ

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads