Хасар чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Хасар чĕлхи — хасар халăхĕн чĕлхи. Тĕрĕк чĕлхисен хунн-пăлхар ушкăнне кĕрет. Ку чĕлхе материалĕ сахал сыхланса юлнă.

X ĕмерти Киев çырăвĕнчи рунăлла çырни.
Тексчĕсене тупайман. Хасарсен виçĕ литературă ĕçĕ пирки хыпар пулнă. Вĕсене иуда тĕнне тытса пынă хасар элити авалхи еврей чĕлхипе çырнă.
Хасарсем хăйсем тĕрĕк рунă çырулăхĕн пĕр тĕсĕпе усă курнă, унăн çырăвĕсем уйрăм эпиграфи çырнисем упранса юлнă, анчах та унăн шифр уççине тупайман.
Ют чĕлхери çыру çăлкуçĕсенче (чи малтанах арап тата висанти) 60 яхăн хасар пайăр ят тата темиçе тавра ят тупса палăртнă. Вĕсем хушшинче уйрăм япала ячĕсем, тĕслĕхрен, bulan — «пăлан», čiček — «чечек», паллă ячĕсем: alp — «улăп», тĕссене палăртни: sār — «шурă», sārïg — «сарă» тата урăх. Иудей мар ячĕ-титулĕ — тĕрĕк.
Хальхи чĕлхесенчен хасар чĕлхине чи çывăххи — чăваш чĕлхи.
Хасар чĕлхин сĕмĕ тĕрĕк чĕлхисенче (караим[1], крымчак[2], карачай-балкар[3] тата кумык[4], çаплах азербайджан чĕлхин çурçĕр диалекчĕсенче [5]) сисĕнет.
Remove ads
Çав. пекех
Вуламалли
- Марсель Эрдаль Хазарский язык // Хазары. — Мускав - Иерусалим, 2005.
- Федотов М.Р. Царицын - "царица" самахран мар // Хатёр пул. 1982. 2 №. С. 30.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads