Хасарсем

From Wikipedia, the free encyclopedia

Хасарсем
Remove ads

Хасарсем (араб. خزر (ал-хазар); перс. خزر; (хазаран); греч. Χαζαροι (хазарой); ивр. пĕр. хис. כוזרי. нум. хис. כוזרים (кузари, кузарим); авал-вырăс козаре ; лат. Gazari, Cosri), — авалхи куçса çӳрекен тĕрĕк халăхĕ. Хазар чĕлхипе калаçнă.

Thumb
IX ĕмĕрти хасар вак укçи

Пурăннă ареалĕ, экспанси

Thumb
Хасар хаканлăхĕ

VII ĕмĕрчен хасарсем юркăн халăхсен империсенче пăхăнса пурăннă. 560-мĕш çулсенче Тĕрĕк хаканлăхне лекнĕ, вăл арканнă хыççăн VII ĕмĕрĕн варринче хăйсен патшалăхне — çак регионта чылай вăхăт хуçаланнă юркăн йăхсен пĕрлешĕвне — Хасар хаканлăхне (650—969) туса хунă.

Чи малтанах Дербентран çурçĕрелле районта, хальхи Дагестанăн айлăм çĕрĕсенче пурăннă хасарсем хăйсем пăхăнтарнă регионсенче — Крымра, Дон тăрăхĕнче тата уйрăмах Анатри Атăл таврашĕнче — кунта VIII ĕмĕрте тĕп хулине лартнă — вырнаçма тытăннă. Хасарсен темиçе ушкăнне Ирана тата Арап халифатне хирĕç чылай хушă вăрçнă хыççăн хĕстернипе Кавказ Лешьене куçма тивнĕ. Çавăнпа Аббасид халифачĕн çӳлти гулямĕсем хасартан тухнине палăртмалла. Çаплах хасарсен çар гарнизонĕ Кустантинра тăни тата Киевре хасар-еврей общини пулни паллă (Козары çырма халĕ те Киевре пур).

Remove ads

Çав. пекех

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads