Чĕмпĕр кĕпĕрни
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Чĕмпĕр кĕпĕрни, — хальхи Чĕмпĕр облаçĕн, Чăваш Енĕн çĕрĕсем çинче вырнаçнă кĕпĕрне. Çурçĕр енче Хусан кĕпĕрни, тухăç енче Самар кĕпĕрни (вĕсене Атăл уйăрнă), кăнтăр енче Сарăту кĕпĕрни, анăç енче Чулхулапа Пенза кĕпĕрнисем юнашар вырнаçнă пулнă.
Халăхсем
Кĕпĕрнере чăвашсем, вырăссем, тутарсем, ирçĕсемпе мăкшăсем пурăннă. Ирçĕсемпе мăкшăсем пĕтĕм халăх йышĕнчен 1/9-мĕш пайĕ, чăвашсем 1/11-мĕш пайĕ, тутарсемпе мишерсем — 1/12 пайĕ.
Культура
1898 çулта кĕпĕрнере 944 вĕренӳ шкулĕ шутланнă. Вĕсен шутĕнче арçын ачасем валли 4 вăтам шкул, хĕрачасем валли 3 вăтам шкул, 5 хулари училищи, 3 уесри училище, 3 ăс-хакăл училищи, вĕрентекенсен семинарийĕ, чăваш вĕрентекенĕсен шкулĕ, 7 ал-ĕç училищи, 914 пуçламăш шкул пулнă. Пурĕ 39 221 арçын ача, 11 156 хĕрача вĕреннĕ. Ялсенче 853 училище пулнă.
Кĕпĕрне уесĕсем
- Кăрмаш уесĕ
- Пăва уесĕ
- Улатăр уесĕ
- Чĕмпĕр уесĕ
Истори

Чĕмпĕр кĕпĕрни — Чĕмпĕр енлĕхĕн 1796 çулта туса хунă администрациллĕ-территориллĕ йĕркелĕвĕ. Совет влаçĕ тапхăрĕнче, ССРП экономикăна районланă чухне, 1943 çулхи кăрлач, 19 ятне Ульяновск облаçне куçарнă.
Паллă çынсем
- Керенский Александр Фёдорович (1881—1970) — раççей политика тата пĕрлĕх ĕçченĕ.
- Ленин Владимир Ильич (1870—1924).
- Федотов Владимир Иванович (1924—2011) — Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ, атом промăçлăхенче ĕçленĕскер. Сызрань уесĕĕнче çуралса ӳснĕ, Сызраньре пĕлӳ илнĕ.
Асăрхавсем
Литература
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads