Чехсем

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Че́хсем (чех Češi) — анăç славян халăхĕ, Чехи патшалăхĕн тĕп халăхĕ. Пур йышĕ 12 млн ытла. Чех чĕлхипе калаçаççĕ.

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Чехсем (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Краткие факты Тăван ячĕ, Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ ...

Халахăн чылай ушкăнĕ Францире, Аслă Британире, АПШ-ра, Словаки-ре, Хорватире, Австрире тата Польшăра пурăнать.

Remove ads

Халăх историйĕ

Чехсем Богеми, Морави тата Силеси территоринче VI ĕмĕрте пурăннă славян йăхĕсенчен пулса кайнă. Пĕрремĕш славян Само патшалăхĕ (ăна 622 çулта никĕсленĕ) хальхи Морави территоринче вырнаçнă пулнă. Халапра каланипе, чехсем хăйсем Ржип тăвĕ çине илсе çитернĕ халаплă Чехран пуçланса кайнă]] теççĕ[5].

Паллă чехсем

Историри ĕçтĕшĕсем

Чи паллă чех патши — Карл IV, вăл çаплах Таса Рим империн астулĕнче ларнă. Урăх паллă çынсенчен Çĕнетӳ ĕçченне Ян Гуса тата педагог-гуманиста Ян Амос Каменскине асăнмалла.

Ӳнерлĕх ĕçтĕшĕсем

Чехсем хушшинче тĕнче ӳнерлĕх шайĕнчи ăста чылай. Ярослав Сейферт сăвăçă Нобель литература парнине тивĕç пулать. Чех халăхĕ шутне Бедржих Сметана тата Антонин Дворжак композиторсем, Альфонс Муха ӳнерçĕ, кинорежиссёр Милош Форман кĕрет.

Спортсменсем

Чехи Республикихоккей патшалăхĕ. Паллă хоккеисчĕсем — Доминик Гашек тата Яромир Ягр. Çаплах паллă спортсмен-чехсем теннисистсем: Иван Лендл тата Мартина Навратилова; çăмă атлет Эмиль Затопек; футболистсем Йозеф Масопуст тата Павел Недвед.

Remove ads

Вуламалли

Асăрхавсем

Литература

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads