Шевле Антип Николаевич

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Шевле Антип Николаевич (паспортри хушамачĕ Николаев), — чăваш çыравçи. 1924 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Кăмпал ялĕнче çуралнă. 1990 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Николаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Çуралнă вăхăт: ...

1978 çултанпа СССР ÇП пайташĕ. 1984 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ[1] [2].

Remove ads

Биографи

Çар училищинче вĕреннĕ. 1945 çулта Инçет Тухăçра яппун милитарисчĕсене хирĕç çапăçнă. Вăрçă хыççăн 1970 çулчен çар журналисчĕ пулса ĕçленĕ. 1972 çултанпа, çар речĕнчен тухсан, Чăваш Енĕн журналистсен пĕрлешĕвĕн яваплă секретарĕ пулнă.

Пултарулăх ĕçĕсем

Вăл çырнă очерксемпе новеллăсем Мускавра, Шупашкарта, Çĕн Çĕпĕрте, Барнаулра тухнă темиçе автор пуххисенче тата журналсенче пичетленнĕ.

Вăл Чăваш Ен паттарĕсем çинчен питĕ нумай çырнă. «Память солдатского сердца» (Салтак чĕрин астăвăмĕ) ятпа кăларнă 8 томлă документлă очерксем нихçан тĕксĕмленми палăк пулса тăраççĕ. Ку ĕçе шута илмесĕр унăн тата 20 патнелле кĕнеке тухнă:

  • «Салтак юратăвĕ»;
  • «Шавлăр, хурамасем»;
  • «Полк анăçалла васкать»;
  • «Салтак мухтавĕ».
Remove ads

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads