Этнолект
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Этноле́кт — лингвистикăра: этнос ушкăнĕпе çыхăннă пуплевĕн расналăхне (чĕлхе, диалект, субдиалект) кăтартакан термин[1]. Этнолект чĕлхен диалекчĕ е чĕлхен литературăри норминчен ытлах та уйрăлса тăман форми те пулаять, çапах та этнолект нормипе калаçакансем хăйсене урăх халăх тесе шутлаççĕ[2][3]. Тĕнчери темиçе этнолектрен тытăнса тăракан халăхăн пĕрлехи литература чĕлхи пулманни те пур, тĕрлĕрен пуплекенсем пĕр-пĕрне ăнланма пултараççĕ. Пĕрлехи литература чĕлхи çук чухне усă курмалли вăтамлатнă чĕлхе формине «койне» теççĕ.
Çак терминпе пĕрремĕш Европăран Буффолăна (Нью-Йорк штачĕ) куçса килнĕ иммигрантсен нĕселĕсем пуплекен акалчан чĕлхине ăнлантарса панă чухне усă курнă[4].
Этнолект терминпе Çурçĕр Америкăри социолингвистикăра акăлчан чĕлхипе калаçман регионсенчен килнĕ этнос ушкăнĕсене çырса кăтартмашкăн усă курнă. Лингвистикăра этнолект L1 енчен субстратпа витĕмленине, икĕ чĕлхеллĕ калаçуран акăлчан монолингвизмĕ патнелле куçнине кăтартать[5].
Remove ads
Пĕрлехи хыпарсем
Этнолект чĕлхе вариациллĕхĕпе этнос идентификацилĕхĕпе тачă çыхăннă. Фишман Джошуа филолог-социолог каланипе, чĕлхене стандартизациленипе национализм облаçĕнчи процессем хальхи пĕрлĕхсенче калаçакансемшĕн чĕлхепе этнос йышĕнчилĕхĕ çыхăннине мала кăлараççĕ[6].
Этнолект тĕрлĕлĕхĕ
Тĕслĕхсем
- американ, британ, австрал, айриш тата акăлчан чĕлхин урăх варианчĕсем
- Югославире пулнă чĕлхесем: серб, хорват, босняк, черногор чĕлхисем (серб-хорват чĕлхи пĕрлехи литературăри нормипе)
- караим, крымчак, урум чĕлхисем — крым-тутар чĕлхин этнолекчĕсем евĕр
- таджик чĕлхи тата дари — перс чĕлхин этнолекчĕсем евĕр
- хинди тата урду — индус тата мăсăльман формсем (койне — «хиндустани»)
- Болгарири македон чĕлхи — болгар чĕлхин этнолекчĕ (македонсем çакăнпа килĕшмеççĕ)
- молдаван чĕлхи — румын чĕлхи этнолекчĕ евĕр.
Çав. пекех
- Социолингвистика
- Социолект
- Диглосси
- Наци чĕлхи
- Идиолект
- Креол чĕлхисем
Асăрхавсем
Литература
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads