Юманлăх

From Wikipedia, the free encyclopedia

Юманлăхmap
Remove ads

Юманлăх, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Элĕк ял тăрăхне кĕрет.

Краткие факты
Remove ads

Тавралăхĕ, ял тытăмĕ, халăх йышĕ

Элĕкрен ултă çухрăмра вырнаçнă. Юнашар Качалав ялĕ ларать. Ялта виçĕ урам — Шоссепе Буденный урамĕсем, Çăка пăралукĕ, 194 çын (2006) пурăнать.

Кун-çулĕ

1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштавăн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Этимологи

Хăйĕн ятне ял авал ку вырăнта сĕм юман вăрманĕ пулнăранпа туянса юлнă.

Паллă çынсем

  • Димитриев Петр Димитриевич, - Раççейĕн тата Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
  • Ильина Екатерина Семеновна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.

Вуламалли

  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовскому району 75 лет. Очерки и материалы по истории района", под ред. Л. А. Ефимова, Шупашкар, 2002.

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads