Юхвитов Петр Сергеевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Петр Сергеевич Юхвитов (1918 çул, юпа, 1, Хурăнвар ялĕ, Çĕпрел районĕ
Тутарстан, РСФСР — 1944 çул, çурла, 12, Коростенька ялĕ ҫывӑхӗнче, Украина) — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
Remove ads
Биографи
Вăл 1918 çулта юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Тутарстанăн Çĕпрел районĕчи Хурăнвар ялĕнче çуралнă.
Патăръел педагогика училищинчен вĕренсе тухнă (1937). Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине 1943 ҫултан хутшăннă. Рота командирĕ пулса çапăçнă. 1944 çулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Коростенька ялĕ патĕнче хăйĕн ротипе нимĕçсен батальонне тылран пырса çапăçу пуçланă. Тăшмана вăйсăрлатса хупăрланă, 47 салтака пĕтернĕ, 19 салтакпа 2 офицера тыткăна илнĕ. Çав майпах 521-мĕш сăрта ярса илнĕ.
1944 çулхи çурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Украинӑн Ивано-Франковск облаçĕнчи Коростеньки ялӗ патӗнче хĕрӳ çапăçура Юхвитов паттăррăн пуçне хунă.
Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ.
Украинӑри Ивано-Франков облаçĕчи Бурштын поселокра пытарнӑ.
Remove ads
Вуламалли
- Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 275.
- Совет Союзӗн Геройӗ : [Петр Юхвитов ҫинчен] // Хыпар. – 2013. – 21авӑн. – С. 4 : портр.
- Михайлов, В. М. Юхвитов Петр Сергеевич / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 699.
- Юхвитов Петр Сергеевич // Наши земляки – Герои Советского Союза. – Чебоксары, 1980. – С. 508.
- Юхвитов Петр Сергеевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чăвашĕсем : [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 415.
Remove ads
Каçăсем
Юхвитов Петр Сергеевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
Культурное наследие Чувашии(ĕçлемен каçă)
Ҫулталӑк кӗнеки=Книга года 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
![]() |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads