Якут чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Якут чĕлхи (якут. саха тыла) — тĕрĕк чĕлхисен йышне кĕрекен, якут халăхĕн чĕлхи. Эвенк, монгол тата ытти чĕлхесемпе юнашар пулнă пирки фонетикăра, лексикăра тата грамматикăра ытти тĕрĕк чĕлхисенчен нумай уйрăмлăхсем аталаннă.

Пĕтĕмпе 456 пин патнелле ку чĕлхе çинче калаçать. Ытларах енĕпе ку чĕлхепе калаçакансем Якутинче пурăнаççĕ. Якутинче, сăмахран каласан, вăл вырăс чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи шутне кĕрет. Çавăн пекех якут чĕлхипе калаçакансем Амур тата Магадан облаçĕсенче, Сахалинра, Таймырта тата Эвенкире пур.
Remove ads
Алфавичĕ
А а | Б б | В в | Г г | Ҕ ҕ | Д д | Дь дь | Е е |
Ё ё | Ж ж | З з | И и | Й й | К к | Л л | М м |
Н н | Ҥ ҥ | Нь нь | О о | Ө ө | П п | Р р | С с |
Һ һ | Т т | У у | Ү ү | Ф ф | Х х | Ц ц | Ч ч |
Ш ш | Щ щ | Ъ ъ | Ы ы | Ь ь | Э э | Ю ю | Я я |
Çав. пекех
- Якут ячĕсем
- Якут Википедийĕ
Асăрхавсем
Литература
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads