1000
Çулталăк From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Пулăмсем
- Тĕнче халăхĕн йышĕ 300 млн çын.
- Китайра тар ăслайланă.
- Норвегире, Исландире тата Венгрире христос тĕнне йышăнаççĕ.
- 1000 («Патша анналĕсемпе») — Свёльд патĕнче, Швеци патши Олаф —Свен Сенĕксухаллăскер — Хакон ярлăн икĕ ывăлĕпе пĕрле Олаф Трюгвасона хирĕç çапăçать. Олаф Трюгвасон выляса ярать, вилĕм тупать.
- Норвегин пайне Свен I Сенĕксухаллăскер дансен контольне илет.
- 1000—1011 — Норвеги ярлĕ Эйрик Хаконарсон (964 тлн.-1011).
- 1000—1015 — Норвеги ярлĕ Свейн Хаконарсон (+1015).
- Дансем Англирен Нормандие каяççĕ.
- Çулла — Исландире христос тĕнне кĕреççĕ.
- 1000 тĕлнеле— Лейф Эрикссон Çурçĕр Америкăна уçать, унăн çĕрĕсене Хеллюланд, Маркланд тата Винланд ятсем парать. Пурăну вырăнĕсене никĕслеççĕ.
- 1000 (1001) — Стефанăн (Ваика) кăшарни. I Стефана Венгри патши тăваççĕ. Папа Сильвестр II патша кăшăлне ярса парать. Арпад кнеç ăрăвĕ патша ăрăвĕ пулса тăрать.
- Санчо III Наварра Наварра патши тата Арагон графĕ пулса тăрать.
- 1000—1035 — Наварра патши тата Арагон графĕ Санчо III (992 тлн.-1035). Арагонăн чылай пайне арапсенчен тасатать.
- 1000 тĕлнелле — Венеци хорват Тинĕсхĕрне ярса илет.
- Перси ăсчахĕ Авиценна тусем пулса тухни пирки гипотезăна пĕлтерет: «Е вĕсем — çĕр хуппин пăтăрмахĕн эффекчĕсем, е — хăйĕн çĕнĕ маршрутне тунă чухне айлăмсене нӳрĕксĕр хăварнă шыв эффекчĕ». Çаплах вăл Al-Quanun, е Медицина канонĕ пичетлесе кăларать, унта эмелсене экспериментсенче е теорире тĕрĕслемелле тенĕ.
- Христиансене Пенья Сервер патĕнче аль-Мансур çапса аркатать. Мăсульмансем Бургоса туртса илеççĕ.
- Багдадра асар-писер.
- 1000?-1071 — Раввадидсен ăрăвĕ — Азербайджан эмирĕсем.
- Тангут патшалăхне йĕркелени.
- Сэй Сёнагон кун кĕнеки-повеç «Пуçĕлек умĕнчи çырусем» («Макура-но-соси»).
- Итидзё Япони императорĕн пĕрремĕш арăмĕ, император арăм Тэйси, ача çуратнă чухне вилет.
- раштав, 31 — 1 пинçуллăхăн тата X çĕрçуллăхăн вĕçĕ.
- Хуту халăхĕ хальхи Руандăпаи Бурунди территорине тва пигмейĕсене кăларса ярса йышăнать.
- Дхака хулана (Бангладеш) никĕсленĕ.
Remove ads
Çуралнă
Çавăн пекех Категори:1000 çулта çуралнисем пăхăр
- (çак çул тĕлнелле) Михаил Кируларий, Константинополь патриархĕ (1059 вилнĕ)
- Константин IX, висанти императорĕ (1055 вилнĕ)
Вилнĕ
Çавăн пекех Категори:1000 çулта вилнисем
Çавăн пекех пăхăр
- 1000 çулти патшалăхсен пуçлăхĕсен ят-йышĕ
![]() |
Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр |
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads