Мышкина Альбина Федоровна
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Мышкина Альбина Фёдоровна (1972 çул, çĕртме, 16, Чăваш АССР, Канаш районĕ, Анаткас Уçырма ялĕ çур.) — чăваш çыравçи, литература пĕлевçи, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ (2009).

Чăваш прозине аталантарас ĕçри ӳсĕмсемшĕн вăл Чăваш Енĕн Çамрăксен Патшалăх премине илме тивĕç пулнă (1999).
РФ ÇП пайташĕ (2003)[1].
Remove ads
Пурнăçĕ
1972 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Анаткас Уçырма ялĕнче çуралнă.
Ялти вăтам шкулта, Чăваш Патшалăх Университечĕн чăваш филологипе культура факультетĕнче вĕреннĕ. 1995 çултанпа Чăваш Патшалăх Университечĕн журналистика факультетĕнче ĕçлет. 1999-2002 çулсенче аспирантурăра вĕренсе чăваш литературипе филологи ăслăлăхсен кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ. 2006 çултанпа наука докторĕ, культурологи кафедрин доценчĕ, чăваш факультечĕн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен декан çумĕ.
Remove ads
Ăслăх ĕçĕсем
- «Своеобразие чувашской художественно-философской прозы» (2006 - тухтăр дис.).
20 ытла чăваш прози пирки ĕçе çырнă, 1 монографи.
Пултарулăх ĕçĕсем
Литература енĕпе университетра вĕреннĕ чухнех ĕçлеме тытăннă. Паллă ĕçĕсем: «Юр пĕрчи» (1993), «Виçĕ хĕрпе сар каччă» повеçĕ («Ялав» журналта пичетленнĕ, 1995). Ун хыççăн асăннă журналта «Пурнăç техĕмĕ», «Çурçĕр хыççинчи шăнкăрав», «Сӳннĕ ĕмĕтсен утравĕ», «Малтанхи пил» повеçĕсем тухнă.
2004 çулта «Атте пилĕ» кĕнеки пичетленсе тухнă.
Вуламалли
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads