Октябрьский Городок
Сарӑту облаҫӗн Татищево районӗнчи ял From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Октябрьский Городок (Юпа пӗчӗк хули, выр. Октябрьский Городок) — Сарӑту облаҫӗн (РФ) Татищево районӗнчи сала. Октябрьский муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн администрациллӗ центрӗ.
Remove ads
Истори
Николаевский Городок
1829 ҫулта Раҫҫей императорӗ Николай I-н хушӑвӗпе Сарӑту кӗпӗрнин картти ҫинчи ҫӗнӗ ят Николаевский Городок тунӑ.
1764 ҫулта Мускавра Раҫҫей хӗр императорӗ Екатерина II тӑлӑх ачасемшӗн вӗрентӳллӗ ҫурт тунӑ. 1820 ҫулччен ачасем Мускавра вӗренсе ӳснӗ, унтан вӗсем ҫутҫанталӑкра ҫӑкӑрпа ӗҫлесе пулас тесе вӗсене Смулен кӗпӗрнине пурӑнма янӑ. Анчах, 1826 ҫулта пушӑн 16-ӗмӗшӗнче Раҫҫей императорӗ Николай I-н ӳпкеленине пула тӑлӑх ачасене Сарӑту кӗпӗрнине куҫса янӑ. Унта вырӑнти влаҫсем вӗсемшӗн ана уйӑрса панӑ.
Ҫӗнӗ пурӑнан вырӑн аталанма пуҫланӑ. Яла Раҫҫей императорӗ Николай I ячӗпе хисепленсе тӑрать (Николаевский Городок). Унӑн юнашар урӑх тӗрлӗрен ялсем ӳснӗ: Александровская, Мариинская (халӗ Татищево ӗҫ поселокӗ), Константиновская (халӗ Константиновка), Михайловка. Вӗсем император тӑван ҫынсем пек ятлӑ. 1830 ҫулхи ҫуркунне Смулен хирӗсенчен Сарӑту хирӗсенче 62 кил-йыш (ӗлӗкхи тӑлӑх ачасенчен) килчӗ. Пӗрремӗш ял пурӑнаканскер Петровсем, Николаевсем, Егоровсем хушаматлӑ кил-йышсем. 1836 ҫулта Николай чиркӗвӗ туса хунӑ (Мира-Ликий Микулай ячӗпе хисепленекен престол).
Николаевский Городок Вӑта Раҫҫейрен килнӗ ҫынсемпе ӳстернӗ. 1864 ҫулта ял ӑстаҫисене, агрономсене, ветеринарсене, зоотехниксене, уплут хуҫалӑхне тытса пыракансене хатӗрлес тесе Мариинка ҫӗрӗш вӗрентӗшӗ уҫнӑ. Вӑл ҫав вӑхӑтра Раҫҫейри вӗрентӗшсенчен чи лайӑх пӗри пулнӑ (1923 ҫултан ӑна Тимирязев Климент Аркадьевич ячӗллӗ ял хуҫалӑх техникумӗ ятлӑ). 1898 ҫулта шкул тунӑ.
Николаевский республики
1905 ҫулта Николаевский Городокра пӑлхану пуҫланнӑ. Вӑл пысӑк пулнӑ, Раҫҫей империйӗн юстици министрӗ унӑн ҫинчен императора каласа ӑна "1905 ҫулхи пӑтравӑн чи паллӑ пӗри" ятлӑ. Пӑлханӑвӑн пуҫлӑхӗ Мариинка вӗрентӗшӗн ӗлӗкхи вӗренекенӗ Иван Уханов пулнӑ. Пӑлханакан ҫынсем патне юнашар ялсен пурӑнакансем пӗрлешӗннӗ. Ку Карамышка, Константиновка, Марииновка, Александровка, Кувыка, Слепцовка ҫыннисем. Пӑлхану комитечӗн пайташӗсем суйланӑ: Иван Уханов, Федор Варламов, Павел Мусатов. Пӑлханакансем вырӑнти полици ӳретникӗнчен пӑшала илнӗ. Юпан 23-мӗшӗнче Николаевский Городока Сарӑту кӗпӗрнин вице-кӗпӗрнаттӑрӗ 50 касаксемпе, салтак ротипе, пулеметсемпе килчӗ. Юпан 24-мӗшӗнче пӑлханӑва пусарнӑ.
1918 ҫулта ятла Совет влаҫӗ тӗпленчӗ. Ял канашӗн пӗрремӗш ертӳҫи — Кузьмин Владимир Павлович. Совет влаҫне тӗпленме пулӑшакансем: Елизаров Андрей Евдокимович, Васильев Евгений Авксентьевич, Иванов Ефим Михайлович, Уполовников Максим Иванович, Петров Николай Матвеевич, Клыченко Николай Михайлович.
Октябрьский Городок
1920 ҫулта ялта пурӑнакан ҫынсен ыйтӑвӗпе яла "Октябрьский Городок" ятне панӑ. Ҫӗршывра пуҫланнӑ коллективизаци ялти пурӑнӑва питӗ улӑштарнӑ. 1929 ҫулта ялта "Ҫитӗнӳ" (выр. Успех) ятлӑ колхоз туса хунӑ. Унӑн пӗрремӗш ертӳҫӗ — Иванов Владимир Васильевич.
2018 ҫулта ҫурлан 25-мӗшӗнче Митрополит Лонгин Асамлакан Микулай чиркӗвӗ туса хунӑ[1].
Remove ads
Халӑх
Вӗренӳ
К. А. Тимирязев ячӗллӗ ял-хуҫалӑх техникумӗ — пуян историпе, Раҫҫейри чи кивӗ вӗренмелли ҫуртсен пӗрри. Унӑн чи пӗрремӗш тӗллев — ял-хуҫалӑхшӑн специалистсене вӗрентни: аргономсем, механиксем, автомеханиксем, экономистсем те ыттисем кунтан тухаҫҫӗ. Техникум Сарӑту облаҫӗнчен инҫетре пӗлнӗ, мӗншӗн тесен ҫак вӗренмелли ҫуртӑн вӗренекенӗсем спорт ӑмӑртӑвӗнче, илемлӗ пултарулӑхра, чи лайӑх профессири конкурсра те нумай урӑхлӑ ӗҫ-хӗлсенче хутшӑнаҫҫӗ.
Паллӑ ентешсем
Кунта ҫуралнӑ
- Зенкевич Михаил Александрович (1886—1973) — сӑвӑҫ, прозаик, куҫаруҫӑ.
- Колесников Николай Николаевич (1898—1959) — РСФСР халӑх артисчӗ.
Мариинка ҫӗрӗш вӗретӗшӗн вӗренекенӗсем
- Волков Павел Михайлович (1897—1970) — РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1967).
- Кравченко Александр Диомидович (1880—1923) — Элтеш вӑрҫин вӑхӑтӗнчи Ҫӗпӗрте совет партизан юхӑмӗн ертӳҫисенчен пӗри.
- Попов Павел Никитич (1877 — 1917 хыҫҫӑн) — Раҫҫей империйӗн Патшалӑх думин иккӗмӗш пухассин Самар кӗпӗрнинчен депутачӗ.
- Ржехин Фёдор Иванович (1876 — 1917 е хыҫҫӑн) — Раҫҫей империйӗн Патшалӑх думин иккӗмӗш пухассин Сарӑту кӗпӗрнинчен депутачӗ.
- Челинцев Александр Николаевич (1874—1962) — аграрник экономист.
Кунта пурӑннӑ
- Вингурт Григорий Александрович (1938 ҫуралнӑ) — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1997), журналист, телекалакан.
Remove ads
Фотогалерей
- Ялти паллӑ вырӑнсем
- Хисеп хӑми
- Ял хуҫалӑх техникумӗ
- Октябрьский Городока юрататӑп
- Чиркӗвӗн вӑхӑтлӑ ҫурчӗ
Асӑрхавсем
Каҫӑсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads