Перс чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Перс чĕлхи (е фарси, زبان فارسی — zabân-e fârsi) — иран чĕлхисен шутне кĕрекен, вĕсен хушшинче чи анлă сарăлнă чĕлхе. Иранра официаллă чĕлхе шутланать.



Енчен те перс чĕлхи тени Хĕвеланăсĕнчи (Иранра) пурнакансене çеç пырса тивет пулсан, фарси (фарççи) тени вара Хĕвелтухăçĕнчисем (таджик, дари) тĕлĕшпе те тĕрĕс — вĕсене те фарççи теме юрать.
Иранра ку чĕлхепе халăхăн 80% калаçать — 50 млн патнелле. Тĕнче шайĕнче чĕлхене пĕлекенсен шучĕ 61 млн çитет.
Перс çырулăхĕпе усă кураççĕ, вăл арап çырулăхĕн никĕсĕпе тĕпленнĕ. Унта арап çырулăхĕнчи 28 саспалли тата 4 хушма паллă пур. Хушма паллисене перс чĕлхинчи ятарлă сасăсене кăтартма кĕртнĕ. Сылтăмран сулахаялла çыраççĕ.
Арап чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсем нумай. Ку вăл VII ĕмĕрте Иран çĕрне арапсем тытса илнĕ вăхăтпа çыхăннă.
Remove ads
Морфологи
Перс чĕлхи флактивлă аналитикăллă.
Ятсем
Чĕлхере япала, паллă, хисеп ячĕсемпе местоимени пур. Япала ячĕн хисеп категорийĕпе паллăлăхпа паллăмарлăхĕ пур. Паллă ячĕсем танлаштару степенĕпе, местоименисем — сăпат категорийĕпе уйрăлса тăраççĕ. Пур ятсем те аналитикăллă йĕркеленеççĕ, сăмахсем агглюнативлă майпа хатĕрленеççĕ. Çав вăхăтрах аффикссен шучĕ нумай мар.
Япала ячĕсен падеж форми çук.
Чăваш чĕлхинчи пекех хисеп ячĕ пур чухне нумайлăх хисепне усă курмаççĕ.
Remove ads
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads