Салават районĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Салават районĕmap
Remove ads

Салават районĕ (пушк. Салауат районы, выр. Салаватский район Башкортостана) — Пушкăрт Республикин çурçĕр-тухăçĕнчи районĕ.

Краткие факты Патшалăх, Статус ...
Remove ads

Тавралăхĕ

Кăнтăрта Челепи облаçĕпе чикĕленет. Района 1935 çулта никĕсленĕ. Лаптăкĕ 2182 тв. çм. Район тĕпĕ — Малояз сали, Ӗпхӳне çитме 83 çухрăм.

Халăхĕ

1995 çулта 27.3 пин çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ 1 тв. çм 12 çын пурăнать, ялсенче — 11 çын/тв.çм. Районта 62 ял-поселок. Пушкăртсем, тутарсем, вырăссем чылаййăн пурăнаççĕ.

Çутçанталăкĕ

Çĕрĕсен нумай пайĕ Юрюзань тата Ай шыв уйрăлăвĕнче вырнаçнă. Кăнтăр-тухăç енче Уралăн анăç айăккинчи ту мал çурăмĕсем (Сулей, Башташ) пуçланаççĕ. Кăнтăр-анăçра Хура ту çурăмĕ тапранса каять, çурçĕр-анăçра — Ӗпхӳ плато. Çӳллĕшĕ 370 м. Çутçанталăк палăкĕсем — Янгантау, Куселяр сероводород çăлкуçĕ, Кургазак çăлкуçĕ, Лаклин пещера. Боксит (Çĕнĕ, Айск), известняк (Мурсалимкин, Чебаркуль, Язги-Юрт), цемент тăмĕ (Çырла), хăйăр-отощитель (Лагеров), хайăр-грави хутăшĕ (Ялан-Куль), агрономи тăпри (Мещегар, Покров) çĕр айĕнчи упранăвĕсем. Торф шурлăхĕсен (Мещегар, Ак-Шишми, Лагеров тата ыттисем те) пĕтĕм çĕр лаптăкĕ 600 га.

Климат

Районта вăтам-сулхăн çанталăк, нӳрĕклĕ. Хура çĕрсем, кăштах тăварлă, хура-тĕксĕм тата хура çĕр евĕрлĕ вăрман начарланнă тăпрасем. Вăрмансен лаптăкĕ — 63,9 пинĕ га (31,6 % районăн çĕрĕсем). Йăвăçлăх пĕтĕм пурлăхĕ — 9 млн. м³ яхăн (çав шутра хурăнсем — 4,5, осины — 1,8, хыр — 1,1, çăка — 0,8 млн. м³). Ялхуçалăх ĕçĕсен шутĕнче 107,9 пинĕ га çĕр, вăл шутра сухаласа хуни — 66,9 пинĕ, улăх-çырансем — 26,6 пинĕ, утă çулмалли — 14,3 пинĕ га.

Remove ads

Çутĕç, этеплĕх

Районта 49 анлăпĕлӳ шкулĕсем, çав шутра 18 вăтам шкулсем; кĕвĕ шкулĕ, Малоязри професси училищи, 25 вулавăш, 48 этеплĕх керменĕ, районăн тĕп тата 4 ял пульницисем, Янгантау курорчĕ пур.

Вырăсла «На земле Салавата», пушкăртла «Юрюзань» хаçатсем пичетленсе тухаççĕ.

Ялсемпе посёлекĕсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads