Серкĕски районĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Серкĕски районĕ
Remove ads

Сергиевски районĕСамар облаçĕн çурçĕрĕнче вырнаçнă районĕ. Тĕпĕ — Серкĕски сали. Унпа юнашар Сургут, Суходол тата Серноводск поселокĕсем вырнаçнă.

Thumb
Сергиевски салинчи çĕнĕ çуртсем
Thumb
Сергиевски районĕ
Thumb
Кӳкĕрт кӳлли
Краткие факты Патшалăх, Статус ...
Remove ads

Географи

Лаптăкĕ 2720 çм2. Çурçĕрте район Чаллăпуç тата Кушкă районĕсемпе, анăçра — Йăлхав районĕпе, кăнтăрта тата тухăçра — Кинель-Черкассы тата Исаклă районĕсемпе чикĕ тытать. Район территоринче, Серноводск посёлокĕнче, курорт вырнаçнă, унта Кӳкĕрт кӳлли пур. Кивĕ Яккел ялĕпе юнашар питĕ илемлĕ Симĕс кӳлĕ пур. Ун тарăнăшĕ 21 метр. Шыв температури 8 градус яхăн, хĕлле те шăнмасть. [2]. Сургут юханшывĕ çумĕнче "Чăваш кӳллисем" вырнаçнă.

Тĕп шывĕсем — Сук, Сургут, Липовка.

Remove ads

Экономика

Районта нефть кăлараççĕ. Серноводск паççулкинче кӳкĕртлĕ шывсем çинче санатори ĕçлет. Калиновка ялĕнче нумай шултра вăльăх ĕрчетеççĕ. Сургут паççулки патĕнче панулми пахчисем вырнаçнă.

Истори

Сергиевски районне 1928, кăрлач, 10 йĕркеленĕ. Район гимнĕ вырăннă Карлин Н.С. çырнă юрра усă кураççĕ.

Халăх йышĕ, район тытăмлăхĕ

Районта 47 пин çын пурăнать (2006). Пурĕпе 67 пурăну вырăнĕ. Районта чăваш тата мăкшă ялĕсем пур.

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads