Ставропăль районĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Ставропăль районĕ — Самар облаçĕн çурçĕр-анăçĕнче вырнаçнă муниципалă районĕ. Администраци центрĕ — Тольятти хула.
Remove ads
Географи
Лаптăкĕ 3662 çм2. Район çурçĕрте Чĕмпĕр облаçĕпе, тухăçра — Самар облаçĕн Красноярски тата Атăл, кăнтăрта — Самар облаçĕн Пиçенчĕк районĕсемпе; анăçра Куйбышев шывуправĕпе юнашар вырнаçнă.
Паллă шывĕ — Атăл.
Истори
Района 1928 çулта йĕркеленĕ.
Демография
Районта 47,7 пин çын (2006), Тольяттире 717 пине яхăн. Тĕрлĕ халăх йышĕ: вырăссем – 82,5%; тутарсем – 4,4%; мордвасем – 3,8%; чăвашсем – 3,5 %.; украинсем – 1,7%; ыттисем – 4%. Пурĕпе 52 пурăнан вырăн.
Транспорт
Район урлă ункăлла чукун çулĕ Самар Луки (Сызрань — Шукăль — Самар — Новокуйбышевск — Чапаевск — Октябрьск — Сызрань) чукун çӳл чарăнăвĕ Жигулевское море, федераци автоçулĕ М5 «Урал» иртет.
Культура
Паллă вырăнсем
Район территоринче Муром хули — Атăлçи Пăлхарăн авал хули, халĕ паллă археологи палăкĕ шутланать.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads