Ухли Владимир Васильевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Ухли Владимир Васильевич (паспортри хушамачĕ Плешков, 1914 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕ, Пӳркел ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Тутарстанăн Пăва районĕ — 1990 çул, акан 1-мĕшĕ, Пӳркел ялĕ, Тутар АССР) — чăваш çыравçи, драматургĕ.
СССР ÇП пайташĕ (1958 ç.), Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1988)[1][2].
Remove ads
Пурнăçĕ
1914 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутарстанăн Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнче çуралнă.
Кăнна Кушкинчи хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче, Хусанти хими техникумĕнче, Хусанти педагогика инститĕнче вĕреннĕ. Вăтăр çул ытла Тутарстанри тата Чăваш Енри шкулсенче ĕçленĕ. 1951 çулта Шупашкара куçса килнĕ. Вăл калавсемпе юморескăсем, повеçсем, драмăсем çырнă.
1990 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
Пурĕ 30 ытла кĕнеке кăларнă, вĕсен шутĕнче вырăсла — 8. Кĕнекисем:
- «Çĕр ешерет» (1955);
- «Пĕлнĕ пулсан» (1959);
- «Альтюк» (1961);
- «Йывăççисемĕн çырли» (1964);
- «Шуркелсем» (1965, 1966);
- «Хĕрсем пурçăн тĕртеççĕ» (1971);
- «Юрату сукмакĕ» (пьесăсем, 1975);
- «Сулăнка кайнисем» (1979);
- «Шургельцы» (Шуркелсем, вырăсла, 1975);
- «Альдук» (Альтюк, вырăсла, 1973);
- «Волчье логово» (Кашкăр йăви, вырăсла, 1977);
Чыслани
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи
- «Ĕç ветеранĕ» медаль
- «Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль
- Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамоти;
- ССКП Чăваш обкомĕн Хисеп грамоти;
- Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Хисеп грамоти.
Вуламалли
- Иванов, И. Пурнăçа тĕплĕн тишкерекен çыравçă / И. Иванов // Тăван Атăл. – 1974. – № 10. – С. 73-76.
- Малышев, А. Вӑхӑта сӑнарланӑ ҫыравҫӑ / А. Малышев // Сувар. – 2014. – 24 юпа (№ 42). – С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
- Малышев, А. М. Пурнӑҫ хроникине чӑвашла ҫыракан / А. М. Малышев // Сувар. – 2009. – 23 юпа (№ 43). – С. 10 : фот.
- Уçăмлă пултарулăх // Тăван Атăл. – 1989. – № 10. – С. 66.
- Ухли, В. Сăмах хăватне ĕненсе / В. Ухли // Ялав. – 1977. – № 7. – С. 22-23.
- Чепунов, Р. Кунçул уттипе / Р. Чепунов // Ялав. – 1974. – № 10. – С. 19.
- Абрамов, В. А. Ухли (Плешков) Владимир Васильевич / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 331-332.
- Афанасьев, П. Ухли (Плешков) Владимир Васильевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 446-447.
- Сорокин, Н. М. Ухли (Плешков) Владимир Васильевич // Сорокин, Н. М. Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. Турхан. - Чебоксары, 2015. – С. 192-194.
- Тимуков, А. Н. Ухли (Плешков) Владимир Васильевич / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 422.
- Ялгир, П. Ухли (Плешков) Владимир Васильевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 122.
Remove ads
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads