Христофоров Иван Иванович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Христофоров Иван Иванович
Remove ads

Христофоров Иван Иванович, (22.3.1935 — 24.5.2018, Çĕнĕ Пăва ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР) — чăваш юрăçи.

Краткие факты Тĕп хыпар, Çуралнă вăхăт ...
Христофоров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1975), Чăваш Енĕн чăваш халăх артисчĕ (1992).

Вырăсла тата чăвашла юрлать. Чăваш Енсĕр пуçне ытти çĕршывра та юрланă.

Remove ads

Пурнăçĕ

1935 çулхи пушăн 22-мĕшĕнче Чăваш АССР йышне кĕнĕ Елчĕк районĕн Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ 5 хĕрпе 2 ывăл пăхса ӳстернĕ.

Мариупольте вырнаçнă мусăк училищинче вĕреннĕ, анчах та вĕренсе пĕтермен. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче, Чăваш патшалăх филармониĕн Çавал ансамблĕнче, Чăваш радиовĕпе телекурав хорĕнче (1992) юрланă.

Икĕ хĕрпе пĕр ывăла çуратса ӳстернĕ. Иккĕмĕш мăшăрĕ — Юлия Михайловна. Ывăлĕ, Ваня, иккĕмĕш мăшăрĕнчен.

Çĕнĕ Пăвара 2018-мĕш çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче вилнĕ[1].

Remove ads

Пултарулăх

Унăн репертуарĕнче 350 юрă ытла. Сăввисене Валентин Урташ, Юрий Сементер, Раиса Сарпи сăвăçсем çырнă, кĕввисене — Герман Лебедев, Орлов-Шуçăм, Филипп Лукин, Юрий Кудаков. Хăй те кĕвелет.

Юрăç купăс, баян, гитарăпа балалайка çинче вылять.

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads