Шпицберген
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Шпицбе́рген (ав. вырăс. Грумант, норв. Svalbard (Свальбард)) — Çурçĕр Пăрлă океанн, 76°26' тата 80°50' çурçĕр широти хушшинче, Гринвичран 10° тата 32°тухăç долготи хушшинчи сарăлчăк поляр архипелагĕ.

Норвеги патшалăхĕн чи çурçĕр пайĕ. Административлă тĕпĕ – Лонгьир. Хуçалăх ĕç-хĕлне, Норвегисер пуçне, архипелагăн ятарлă статусĕпе, Раççей Федерацийĕ тытса пырать, Анăç Шпицберген утравĕнче раççей пурăну вырăнĕ – Баренцбург хули.
Remove ads
Тавралăхĕ
Пысăкрах утравĕсем:
- Анăç Шпицберген (37 673 çм²)
- Çурçĕр-Тухăç Çĕр (14 443 çм²)
- Эдж (утрав) (5 074 çм²)
- Баренц утравĕ (1 288 çм²)
- Шурӑ утрав (682 çм²)
- Упа утравĕ (178 çм²)
Утравсем йышăннă пур çĕр лаптăкĕ 64 200 çм² майлă(урăх хыпарсемпе 61 723 çм²)
Çутçанталăк никĕсĕсем
Ту çĕр-пичĕ. Утравăн чи пысăк тӳпи – Анăç Шпицбергенри Ньютон тăвĕ (1 712 м). Пăрлăхĕ 35,1 пин çм² лаптăка йышăнать – архипелагăн çуррине ытла.Çыранĕсем фьордсемпе касăлса пĕтнĕ. Вечная мерзлота (сийĕн хăвачĕ 200 м çитет).
тундрăн ӳсен-тăранлăхĕ – карликлă хурăн, карликлă хăва, мăксем, лишайниксем. Сĕт ĕçекенсенчен утравсенче шурă упа, çурçĕр пăланĕ, çурçĕр тилли, хир шăши тата Гренландирен куçарса килнĕ овцебык; тинĕс чĕрчунĕсем – нерпа, гренланди тӳленĕ, китсем. 90 яхăн вĕçен кайăк тĕсĕ, вĕçсе кайнă чух – 110 тĕс ытла.
Çур территоринче ытла çутçанталăк управĕсем.
Арктика климачĕ анăçра ăшă Шпицберген юхăмĕпе (Гольфстрим пайĕ) çемçенет. Çыран хĕрринчи сывлăш вăтам температура +4,4 °C (утăра) −10…−14 °C (кăрлачра). Чи ăшă палăртна температура +24,5 °C (утă, 1978), чи сивви −46,3 °C (пуш, 1986).
Кăрлач | −14,1 °C |
Нарăс | −20,7 °C |
Пуш | −19,0 °C |
Ака | −13,1 °C |
Çу | °C | −5,0
Çĕртме | °C | +1,4
Утă | °C | +4,4
Çурла | °C | +2,8
Авăн | °C | −0,5
Юпа | °C | −6,9
Чӳк | −10,8 °C |
Раштав | −16,3 °C |
Remove ads
Истори

Халăхĕ
Архипелаг халăхĕ – 2 400 çынна яхăн (2005 çулта), çав шутра:
- 1 645 норвегсем;
- 747 вырăссем
- 8 поляксем.
Чи пысăк пурăну вырăнĕ – Лонгьир, 2 075 çын, чылайăшĕ – норвегсем. Вăлах архипелагăн административлă тĕпĕ пулать.
Урăх пурăну вырăнĕсем:
- раççей шахтёр посёлокĕсем: Баренцбург (850 çын), Грумант тата Пирамида (вăхăтлăха хупнă)
- норвеги тĕнче тĕпчев тĕпĕ Ню-Олесунн (30 яхăн çын, çулла 100 ытла)
- норвег шахтёр посёлокĕ Свеагрува (90 çын, Лонгьир ĕçтешĕсемпе пĕрле 300 ытла)
- польшă тĕпчев станцийĕ Хорнсунд (9 çын).

![]() |
Шпицберген Викиампарта? |
---|
Remove ads
Вуламалли
- Наталья Козлова, "Остров арестованных кораблей" статьйи, "Российская газета", хаçат, 2005, номер =3904.
Каçăсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads