Букер парни
From Wikipedia, the free encyclopedia
Букер парни (акăл. Booker Prize) — акăлчан çыравлăхĕн тĕнчин чи чаплă та хисеплисенчен пĕри. 2013 -мĕш çулччен парнене, Нацисен Пĕрлĕхĕн пĕр çĕршывĕнче Ирланди е Зимбабве, пурăнакан çыравçăна, акăлчан чĕлхипе çырнă романшăн панă. 2014 -мĕш çултан, парне фончĕн пуçлăхĕ Джонатан Тейлор каланă тăрăх, парне «хăйне географи тата наци чиккисем тытса тăнинчен хăтарăнать»[1]. Çĕнтерÿçĕ 50 пин стерлинг фунчĕ хисеплĕ чек илме тивĕçет (2002-мĕш çулччен парне хисепĕ 21 пин фунт пулнă). Пĕрремĕш хут парнине 1969-мĕш çулта панă. 2002-мĕш çултан Букер парни спонсорĕ компанисен ушкăнĕ Man пулса тăрать, çавăнпа та парнен официаллă тулли ячĕ — The Man Booker Prize пулать.