Виçкĕтеслĕхĕн тăррисене чылай чухне латтынь пысăк саспаллийĕсемпе (A, B, C), кĕтесĕсене — грек сас паллисемпе (α,β,γ), çав кĕтессене хирĕçле енсене — латтынь пĕчĕк саспаллийĕсемпе (a, b, c) кăтартаççĕ.
Виç кĕтеслĕхĕн енĕсеем пĕр-пĕринпе çак танмарлăхсемпе çыхăннă:
a ≤ b + c
b ≤ a + c
c ≤ a + b
Эхер те пĕр танмарлăхĕ танлăхпа тĕл килсен (≤ вырăнĕнче =), виçкĕтеслĕх юхăннă шутланать; малалла пур çĕрте те — юхăнман тĕслĕхсем.
— енчен виç кĕтеслĕхе енĕпе тата ун патĕнчи икĕ кĕтеспе палăртсан
— енчен виç кĕтеслĕхе енĕпе тата ун патĕнчи икĕ кĕтеспе палăртсан
Ăçта:
— енне антарнă çӳллĕш,
— çур периметр,
— шал çавракăшăн радиусĕ,
— тул çавракăшăн радиусĕ,
— виç кĕтеслĕх тăррин координачĕсем.
Виçкĕтеслĕхĕн кĕтесĕсен сумми 180° тан пулнипе, виçкĕтеслĕхĕн ытти икĕ кĕтесĕ шĕвĕрлĕ (90° сахал) пулмалла. Çак тĕссене палăртаççĕ:
Эхер виçкĕтеслĕхĕн пу кĕтесĕсем шĕвĕр, вара виçкĕтеслĕхе шĕвĕрк ĕтеслĕ теççĕ;
Эхер виçкĕтеслĕхĕн пĕр кĕтесĕ пуклак (90°-ран пысăкрах), ăна пуклак кĕтеслĕ теççĕ;
Эхер виçкĕтеслĕхĕн пĕр кĕтесĕ тӳрĕ (90° тан), ăна тӳрĕ кĕтеслĕ теççĕ. Тӳре кĕтес тавакан икĕ енĕсене катетсем, тӳрĕ кĕтесе хирĕслĕ енне гипотенуза теççĕ.