Сарма́тсем (ав.гр.Σαρμάται, лат.Sarmatae) — малтанхи Тимĕр ĕмĕрĕн вĕçĕнче (п. эрч. VI—IV ĕм.) ТисăпаДунай шыв уйрăлăвĕнчен пуçласа Дон шывĕн бассейне çити (хальхи Украина территорийĕ) çеçенхир çĕрĕсенче пурăннă куçса çӳрен выльăх ĕрчетекениран чĕлхиллĕ йăхсем. Тĕпчевçĕсен шухăшĕпе[1] сарматсене, «савроматсем» ятпа, пĕрремĕш Геродот асăнать: «Танаис (хальхи Дон) шывĕ урлă каçсан, унта скифсен çĕрĕ мар, савроматсен облаçĕ»[2]. Н. Лысенко шухăшĕпе, «Марк Випсаний Агриппа тĕнче карттине хатĕрленĕ вăхтран шутласан (п.эрч. I ĕм.) „савроматсем“ тата „сарматсем“ этнонимсем синонимсем шутланнă»[3].
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сармат пăхăр.
Авалхи авторсем сарматсен йышне кĕртнĕ йăхсем[4]: аорссем, языгсем, сираксем, алансем, роксолансем, сайăсем[5].