Вишневский Виктор Петрович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Виктор Петрович Вишневский (24.11.1804, Сăкăт ялĕ, Етĕрне уесĕ (халĕ Вăрнар р-нĕ) – 30.12.1885, Хусан) – христианлăх çутĕçĕн ĕçлевçи, Турă сăмах ăслăхĕн магистрĕ, философи профессорĕ (1828), Хусан университечĕ çумĕнчи Сăмахлăха юратакан пĕрлĕлĕхĕн чăн пайташĕ (1833), Вырăс географи пĕрлĕлĕхĕн корреспондент-пайташĕ (1852)[1][2].

Вишневский хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Краткие факты Çуралнă вăхăт:, Çуралнă вырăн: ...
Remove ads

Кунçул

Thumb
Хусанти Петĕр-Павăл соборĕ. Унта В.П.Вишневский 1826-мĕш çултанпа иерей тата протоиерей пулса ĕçленĕ

В.П.Вишневский хальхи Чăваш Енти Вăрнар районĕнчи Сăкăт ялĕнче Пётр Стефанов сăваплăхçă килйышĕнче çуралса ÿссе çитĕннĕ. Хусанти чиркӳ семинаринче вĕреннĕ чухне чи лайăх вĕреневçĕ шучĕпе Мускаври тĕн академине (Мускаври унчченхи славян-грек-латынь академийĕнчен шăтса тухнă) куçараççĕ, унта вăл 1822-1826-мĕш çулсенче пĕлӳ илнĕ. 1826–42 çулсенче Хусанти тĕн семинарийĕнче ĕçленĕ. 1928-мĕш çулта философи профессорĕн ятне илнĕ. Петĕр-Павăл соборĕнче иерей (1928) тата протоиерей (1931) пулса ĕçленĕ.

1843-çултанпа Вишневский – мари тата чăваш халăхĕсен миссионерĕ, епархи консисторин пайташĕ, благочиннăй тата цензор (1848).

1851-мĕш çулта ăна Хусан Кремлĕнче вырнаçнă Пăлхавăшни кафедрăлла собора куçараççĕ, епархин вĕренӳ керменĕсене тытса тăракан Хусанти академи конференцине суйлаççĕ (1850). Саваплă Гурий Тăванлăхĕн уставне çыраканĕ тата йĕркелекенĕ, мĕн виличченех унăн пайташĕ шутланать.

Хусанти тĕн академийĕнче чăваш тата мари чĕлхисене тата этнографие вĕрентнĕ (1854–56).

В.П.Вишневский авланнă çын пулнă, мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем икĕ ача (София тата Андрей) çитĕнтернĕ.

Вишневскийсен йăхĕ

Тĕп статья: Вишневскийсем

Виктор Петровичсен йăхне хăçан "Вишневский" хушамат пырса çыпçăнни паллă мар. Ахăртнех, тĕнпе çыхăннă çынсен ку тĕлĕшпе пыракан традицийĕсене шута илнĕ пулмалла.

  • Стефан Лаврентьев, — çĕнĕ крешшĕнсен шкулĕнче вĕреннĕ, хальхи Етĕрне районĕнчи Хучашра чиркÿре ĕçленĕ.
    • Пётр Стефанов (Пётр Стефанович Вишневский, 1778-1822) — хальхи Вăрнар районĕнчи Сăкăтра сăваплăхçă пулса ĕçленĕ.
      • Виктор Петрович Вишневский — ку статьяра ун пирки сăмах пырать.
        • Софья Викторовна Вишневская (Адоратская)[3]
          • Пётр Степанович Адоратский (15.09.1849 — 29.10.1896), НИКОЛАЙ Епископ[4].
          • Виктор Степанович Адоратский (04.06.1853 çур.)[5]
            • Владимир Викторович Адоратский (1878-1945) — СССР шайĕнчи академик (1932), историк, философ[6].
          • Надежда Степановна Адоратская (Беликова)
          • Вера Степановна Адоратская (Фридерсон)
      • Матвей Петрович Вишневский — тăван ялĕнче ашшĕ ĕçне малалла тăснă.
        • Иакинф Матвеевич Вишневский (1846-?) — ашшĕн пиллĕкмĕш ывăлĕ, ятне Н.Я.Бичурина хисеплесе панă пуль теççĕ.
          • Василий Иакинфович Вишневский (1890?)[7]
        • Семён Матвеевич Вишневский — тухтăр, медицина енĕпе чăвашла кĕнекесем кăларнă çын
        • Гурий Матвеевич Вишневский — Чикме, Çĕрпÿ, Етĕрне уесĕсенчи халăх вĕрентĕшĕсен инспекторĕ.
        • Василий Матвеевич Вишневский (1842.11.11--,1866)[8]
    • Василий Стефанович Вишневский — хальхи Элĕк районĕнчи Çулавăçри чиркÿре сăваплăхçă пулса ĕçленĕ .
      • Иван Васильевич Вишневский (1813—1904) — 1860-1979-мĕш çулсенче Чĕмпĕрти гимназин директорĕ пулнă. Çапла вара шăпах вăл директор пулма пăрахнă çул вăл гимназире В.И.Ульянов (Ленин) вĕренме пуçланă.
Remove ads

Ăслăх ĕçĕсем

Thumb
Хусан Кремлĕнчи Пăлхавăшни кафедрăллă соборĕ. Унта В.П.Вишневские пытарнă пулнă. Вилтăпри паянхи кунччен сыхланайман
  • Вишневский В.П. «Рассуждение о действительной нужде и важности звания и избрания пастырей по известному чину и порядку» (против квакеров, напечатал в «Трудах воспитанников московской академии 1836 г.», Москва, 1828 – 1829 гг.),
  • Вишневский В.П. Слова, сходные в чувашском, татарском, черемисском языках. (Алçыру)
  • Вишневский В.П. О чувашском языке. // Жн. "Заволжский муравей", №20, 1832
  • Вишневский В.П. Начатки христианского учения, или краткая священная история, краткий катехизис и десятисловие на чувашском языке. 1832
  • Вишневский В.П. Начертание правил чувашского языка и словарь, созданные для духовных училищ Казанской епархии. Казань, 1836.
  • Вишневский В.П. О религиозных поверьях чуваш. Хусан, 1846.
  • Вишневский В.П. Поучения о тщете чувашских поверий. 1846. (Алçыру)
  • Вишневский В.П. О религии некрещеных черемис; из записок миссионера"(Казань,1856; перевел на французский язык, СПб., 1859 год)
  • Вишневский В.П. Письменная культура раннего просветительства. Сост.и примеч. В.Г. Родионова.- Чебоксары: Изд-во Чувашского госуниверситета, 2004. – 608 с.

В.П.Вишневский ячĕпе çыхăнтаракан чăваш букварĕ

1832-мĕш çулта тухнă кĕнеке: «Начатки христианского учения, или краткая священная история, краткий катехизис и десятисловие на чувашском языке». Çав кĕнекере «Букварь для обучения чтению по-чувашски» пур[9]. Çапла вара В.П.Вишневские чи малтанхи чăваш букварĕсенчен пĕрин авторĕ теме пулать ним иккĕленÿсĕрех.

Буварьне чăвашла "Хотла вĕренесшĕн чăваш чĕлхипе" (Хотла вирянасъ-шинъ чуваш чильхи-бе) тесе ят панă[10].

В.П.Вишневский чăваш литературине хывнă тÿпе

1846-мĕш çул тĕлне В.П.Вишневский "Поучения о тщете чувашских поверий" текен алçыру хатĕрлесе çитернĕ. Мĕн япала-ха вăл? Унта мĕнпурĕ вунпĕр чăвашла çырнă ÿкĕт. Гомилетика литературин тĕслĕхĕсем теме пулать вĕсене. Çак ÿкĕтсене хак пама Оренбургри тĕн семинарийĕнчи чăвашла вĕрентекен çын патне ярса панă. Лешĕ (вăл кам пулни паллă мар) 1848-мĕш çулхи мартăн 23-мĕшĕнче лайăх рецензи çырса ярать[11]. Апла пулин те алçыру пичетленмен пулмалла. Паянхи кунччен те. Хăшпĕр сыпăкĕсене çеç В.Г.Родионов хăйĕн ĕçĕсенче иле-иле кăтартнă.

В.П.Вишневский тĕн енĕпе чăвашла çырнă ытти хăшпĕр текстсем те чăваш литературин пайĕ пулса тăраççĕ.

Remove ads

Асăнмалăх

В.П.Вишневский çакнашкал орденсене тивĕçнĕ пулнă:

  • Сăваплă Аннан 2-мĕш капашри орденĕ
  • Сăваплă Аннан 3-мĕш капашри орденĕ
  • Апостолпа тан Сăваплă Владимир кнеçĕн 3-мĕш капашри орденĕ

Вуламалли

  • Энциклопедия Вурнарского района: Сб.научных статей. Сост . В.А. Иванов, М.А.Васильев.- Чебоксары: ГУП « Чувашия», 2005.- 301 с.
  • Родионов В.Г. Виктор Вишневский и этапы становления чувашской письменной культуры. Ч., 2004;
  • Петров Н.П. Чувашский просветитель дояковлевского периода магистр богословия протоиерей Виктор Вишневский (1804-1850) //Известия Национальной академии наук и искусств Чувашской Республики. 2003 № 4. С..84-92.
  • Петров Н.П. Магистр богословия Виктор Вишневский и его роль в истории старочувашской письменности и литературного языка. Ч., 2004.
  • Хузангай А.П. Корифеи чувашской гуманитарной науки. // "Лик" журнал, 2005, 1№. — С.153-159.
  • Алексеев А.А. Исследователи чувашского языка. - Чебоксары: Чуваш. книж. изд-во, 1982.- 32 с.
  • Алексеев А.А. Иккĕмĕш грамматика (В.П.Вишневскин "Начертание правил чувашского языка" кĕнеки тухнăранпа 150 çул çитрĕ), — "Ялав", 1987, 1№, 25 С.
  • Кустина, Оксана. Династия Вишневских. Научный руководитель Золов Петр Яковлевич, п. Вурнары, 2007 г.
  • Семенова П.А., Соловьева Г.П. УЧЕБНАЯ ЛИТЕРАТУРА ДЛЯ ЧУВАШСКИХ ШКОЛ XIX–XX ВВ // Интернет-журнал «Проблемы современного образования» 2013, № 4
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads