Врутки

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Вру́тки (словак. Vrútky, ним. Rutteck, венг. Ruttka) — Словакин çурçĕрĕнчи хула, тӳррипе, Мартинăн пайĕ. Халăх йышĕ 7,5 пине яхăн çын.

Этимологи

Ячĕ авлхи славян чĕлхинчен тухнă, "çăлкуç" тени пулать.

Истори

Монгол-тутарсем тапăнса кĕрсен, кунта, Знев карманĕнче Бела IV пытанса юлнă. Çакăн хыççăн хула статусне хăпартнă, хăйĕн çĕрсене çĕр ĕçченĕсене парнеленĕ. XVI ĕмĕрте Вруткире протестантсем хӳтлĕх тупаççĕ, хула çыннисем лютерансем пулса тăраççĕ. XVIII ĕмерте, хирĕç-реформаци тунă хыççăн, католиксен йышĕ каллех ӳсет, протестантсенчен чылайрах пулаççĕ. 1872 çулта Врутки витĕр кошице-богумин чукун çулĕ хываççĕ. Майĕпен Врутки паллă чукун çул çыххи пулса тăрать. 1949—1954 тата 1971—1990 çулсенче Врутки Мартинăн пайĕ шутланать.

Remove ads

Чаплă куравĕсем

  • Прихут костёлĕ

Çавăн пекех пăхăр

  • Турьец

Каçăсем


Подробнее Словаки хулисем ...
Remove ads
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads