Корей Халӑх Демократиллӗ Республики

Тухӑҫ Азири патшалӑх From Wikipedia, the free encyclopedia

Корей Халӑх Демократиллӗ Республики
Remove ads

Корей Халӑх Демократиллӗ Республики (кӗскетнӗ — КХДР, кор. 조선민주주의인민공화국, 朝鮮民主主義人民共和國, Чосон Минджуджуи Инмин Конхвагук) — Тухӑҫ Азири патшалӑх, унӑн паллӑ ят — Ҫурҫӗр Корей. Корей ҫурутравӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ, 3 патшалӑхсемпе тип ҫӗр ҫинчи чикӗленет: кӑнтӑр енче Корей Республикипе (патшалӑхсем демилитаризациленӗ зонӑпа пайланӑ), ҫурҫӗр енче Китай Халӑх Республикипе, ҫурҫӗр-тухӑҫ енче Раҫҫей Федерацийӗпе. Анӑҫран Сарӑ тинӗспе, тухӑҫран Япони тинӗсӗпе юнашар вырнаҫнӑ.

Краткие факты Патшалăх чĕлхисем, Тĕп хула ...

Патшалӑх лаптӑкӗ - 122 762 км² тата 2019 ҫулхи даннӑйсемпе, халӑх йышӗ - 25 млн ытла ҫын. Тӗнчери рейтингра вӑл территорипе 97-мӗш вырӑнта, халӑх йышӗпе 53-мӗш вырӑнта.

14 администрациллӗ-территориллӗ пайсене пайланать, вӗсенчен 9 провинци, 2 тӳрӗ пӑхӑнӑвӗн хули тата 3 ятарлӑ регион.

Тӗп хула тата чи пысӑк хула — Пхеньян. Патшалӑх чӗлхи — корейле.

Корей Халӑх Демократиллӗ Республики — моно (пӗр) нациллӗ патшалӑх, ӑҫта корейсем ҫӗршывӑн халӑх йышӗн 99% патнелле. Халӑх йышӗн абсолютлӑ нумайрахӑшӗ — атеистсем.

Конституципеунитарлӑ социалист патшалӑхӗ. Официаллӑ патшалӑх идеологийӗчучхе. Наци парламентӗнче — Мӑн Халӑх Пухӑвӗнче тӗп парти — Корей ӗҫ партийӗ (КӖП). Тӗнчери организацисемпе тоталитарлӑ диктатура[4][5][6] пек йышӑннӑ, изоляционизм политикине тытса пырать[7][8][9][10][11].

Ку гибридлӗ аталанакан экономикӑпа аграрлӑ идустриаллӑ ҫӗршыв. 2017 ҫулхи ШПП пысӑкӑшӗпе — 17,364 миллиард АПШ долларӗ (пӗр ҫын ҫине 685 АПШ долларӗ). Укҫа виҫи — Ҫурҫӗр Корей вони.

IV—III пирӗн эрӑччен ӗмӗрсенче корейсен патшалӑхлӑхӗ пуҫланать. Тӗнче иккӗмӗш вӑрҫи хыҫҫӑн Корей ҫурутравне (кунччен вӑл Япони Империйӗн тӗрӗслесе тӑнинче пулнӑ) ҫурҫӗр (ССРП тӗрӗслесе тӑнипе) тата кӑнтӑр (АПШ тӗрӗслесе тӑнипе) пайсенче пайланӑ. 1948 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнче оккупаци американ зонин чиккисенче Корей Республики туса хуни ҫинчен пӗлтерни хыҫҫӑн ку ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче оккупаци совет зонинче Корей Халӑх Демократиллӗ Республики туса хуни ҫинчен пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑнхи Корей вӑрҫи (1950—1953) ҫӗршывӑн пайланнине ҫирӗплетнӗ.

КХДР-н ядерлӑ хӗҫ-пӑшалӑн ӳстерни — регионти лару-тӑрӑвӑн йывӑланӑвӗ.

Remove ads

Географи

Thumb
КХДР физика картти

Корей Халӑх Демократиллӗ Республики Тухӑҫ Азири Корей ҫурутравӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ. Виҫӗ патшалӑхсемпе тип ҫӗр ҫинчи чикӗленет: ҫурҫӗр енче — Амноккан тата Туманган юханшывӗсенче Китайпа; ҫурҫӗр-тухӑҫ енче — Туманная (Туманган) юханшывӗнче Раҫҫейпе; кӑнтӑр енче — Корей Республикипе. Анӑҫра — Сарӑ тинӗспе тата Корей пырӗпе, тухӑҫра — Япони тинӗсӗпе юнашар вырнаҫнӑ.

Патшалӑх лаптӑкӗ — 120 540 км² (тип ҫӗр - 120 410 км², шыв - 130 км²). КХДР правительсти ҫырӑн ҫумӗнчи 12 мильлӗ зонӑн акваторине территориллӗ шыв пек ҫинчен пӗлтернӗ.

Remove ads

Администрациллӗ пайлану

Тĕп статья: КХДР администрациллӗ пайланӑвӗ
Thumb
Корей Халӑх Демократиллӗ Республикин администрациллӗ пайланӑвӗ

Патшалӑх территорийӗн 9 провинцисене, тӳрӗ пӑхӑнупа хулане — Пхеньян (тӗпхула) тата ятарлӑ статуспа хулана — Расон, пайланнӑ.

Подробнее №, Хула/Провинци ...


Пысӑк хуласем

КХДР-н пысӑк хулисем [12]:

  • Пхеньян (3 702 757 пурӑнакан ҫын)
  • Синыйджу (286 000);
  • Кэсон (352 000);
  • Нампхо (467 000);
  • Чхонджин (330 000);
  • Вонсан (340 000);
  • Саривон (161 000);
  • Сонним (159 000);
  • Хамхын (768 551);
  • Хэджу (227 000);
  • Канге (208 000);
  • Хесан (110 000);
  • Кимчхэк (200 000).
Remove ads

Халӑх

Thumb
КХДР халӑхӗн ҫул-ӳсӗм тытӑмӗ

Корей Халӑх Демократиллӗ Республики — моно-нациллӗ патшалӑх, ӑҫта корейсем ҫӗршывӑн халӑх йышӗн 99% патнелле.

Чӗлхесем

КХДР-н официаллӑ чӗлхикорейле. Икӗ корей патшалӑхӗсен диалекчӗсем хушшинче сахал мар уйрӑм пур.

Тӗн

КХДР — светски патшалӑх, халӑхӑн нумайрахӑшӗ — атеистсем. КХДР конституцинче (5 сыпӑк, 68 статья) "граждансене намӑс ирӗклӗхне гарантиленет" ҫырнӑ.

КХДР-нче чиркӳ патшалӑхран пайланнӑ. Ҫӗршыв ертсе пыни атеизм пропоганди тата тӗне хирӗҫ ӗҫе тӑвать. Халӗ КХДР-нче икӗ христиан храмӗ пур: пӗр католик (Ҫветтуй престолӑн влаҫне йышӑнман) тата пӗр православ. Ҫӗршывра Корей христиан ассоциацийӗ тата КХДР православ комитечӗ пур.

Истори

Тĕп статья: Корей Халӑх Демократиллӗ Ресубликин историйӗ
Thumb
Корей вӑрҫин вӑхӑтӗнче Вонсанӑн бомбӑлани (1951 ҫул)
Thumb
XX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче Пхеньян

КХДР историйӗ Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн пуҫланать[13]. 1945 ҫулта Япони ҫарӗнчен ирӗкленнӗ Корей ҫурутравне АПШ-пе ССРП витӗмӗн зонисене пайланӑ. Ҫурутравӑн ҫурҫӗр енче совет тӗрӗслесе тӑни пулнӑ, кӑнтӑр енче — АПШ-н тӗрӗслесе тӑни.

Японин хӑвӑрт ӳкнине пула вӑрҫӑ хутшӑнаканӗсем Корей ҫурутравӗн пуласлӑхӗ ыйту татса паман юлнӑ. Ҫак вӑхӑтра корейсем хӑйӗн пӑхӑнманлӑхне чӗртме пуҫланӑ. 1946 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ҫурутравӑн ҫурҫӗр енче Ким Ир Сен пуҫлӑхӗпе Ҫурҫӗр Корей Вӑхӑтлӑ Халӑх Комитечӗ йӗркеленнӗ. 1948 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнче оккупаци американ зонин чиккисенче Корей Республики туса хуни ҫинчен пӗлтерни хыҫҫӑн ку ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче оккупаци совет зонинче Корей Халӑх Демократи Республики туса хуни ҫинчен пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ ҫӗршыври политика влаҫне Корей ӗҫ партийӗпе монополизациленӗ, планлӑ экономика йышӑннӑ. Корей вӑрҫинче (1950 ҫулхи ҫӗртмен 251953 ҫулхи утӑн 27) коммунист ҫурҫӗре ССРП пулӑшнӑ, вӑрҫа пула икӗ ентен вилнисемпе аманнисен шучӗ - 1,3 млн ҫын. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн КХДР-нче абсолютлӑ диктатура лартнӑ. XX ӗмӗр хушши Ҫурҫӗр Корейӗн экономики (пӗрремӗш черетре ҫар секторӗ) ӳссе аталаннӑ, анчах ӗмӗрӗн вӗҫӗнче ӳсни чарнӑ.

Thumb
Ким Ир Сенпе Ким Чен Ир

1994 ҫулта Ким Ир Сен вилчӗ, унӑн ывӑлӗ Ким Чен Ир Хӳтӗленӗвӗн Патлашӑх комитечӗн Ертӳҫи пулса тӑнӑ, вӑл "Сонгун" (чӑв. "арми ку чи пӗрремӗшӗ") политикине пуҫланӑ. Ҫурҫӗр Корейӗн анӑҫпа ҫыхӑну шанӑҫӗ ҫуралнӑ, анчах ҫӗнӗ АПШ президенчӗ куна хирӗҫ пулнӑ.

2011 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче Ким Чен Ир вилни хыҫҫӑн Ким Чен Ын КӖП ТК Етӳҫи пулса тӑнӑ. Унпа "Пёнджин" (корейлерен "параллеллӗ аталану) политикипе ядерлӑ хӗҫ-пӑшалӑн ӳстерни пуҫланӑ.

Remove ads

Патшалӑх тытӑмӗ

Хальхи КХДР конституцийӗ "Корей Халӑх Демократиллӗ Республики ку пур корей халӑхӗн интерессене чӗрӗлетекен никамран пӑхӑнман социалист патшалӑхӗ" каланӑ[14]. Конституципе, ҫӗршыври влаҫ ӗҫченӗн, кресченӗн, ӗҫ интеллигенцийӗн, пур ӗҫ халӑхӗн аллинче[15]

Мӑн халӑх пухӑвӗ

Мӑн халӑх пухӑвӗ (МХП; кор. 최고인민회의)— чи ҫӳлти саккун тӑван органӗ. МХП пӗтӗм, пӗр тан тата тӳрӗ суйлав правин вӑрттӑн сасӑлатнипе суйлакан 687 депутатсенчен тӑрать (суйлавсем альтернативсӗр). Суйлав тивӗҫӗн 17 ҫултан пуҫланать[16][17][18][19].

Мӑн халӑх пухӑвӗн президиумӗ

Мӑн халӑх пухӑвӗн президиумӗ — яланхи ӗҫлекен орган тата коллективлӑ патшалӑх пуҫлӑхӗ.

Ӗҫ тӑвакан влӑҫ

Правительство — министрсен кабинечӗ. 1948 ҫулхи конситуципе туса хунӑ, унӑн ертӳҫи — Ким Док Хун (2020 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗнчен).

Хӳтӗленӳ патшалӑх комитечӗ

Хӳтӗленӳ патшалӑх комитечӗ — ҫар влаҫӗн чи ҫӳлти органӗ.

Суд влаҫӗ

КХДР-нчи суд системинче Тӗп суд, провинци сучӗ, халӑх сучӗ тата ятарлӑ суд пур[20].

Вырӑн влаҫӗ

Вырӑн влаҫӗ халӑх пухӑвӗсенчен, халӑх комитечӗсенчен тӑрать.

Политика партийӗсем

  • Корей ӗҫ партийӗ (КӖП) — 1945 ҫулта тунӑ парти. КХДР-нчи тӗп парти, унӑн тӗп вырӑн КХДР-н конституцинче тӑнӑ[21]. Парти идеологийӗ — чучхе (Ҫурҫӗр Корей национал-коммунизм идеологийӗ).
  • Корей социал-демократиллӗ партийӗ1945 ҫулта тунӑ социал-демократи партийӗ. КӖП-н тӗп вырӑн йышӑнӑть.
  • Чхондогё-Чхонудан (Пӗлӗт ҫулӗнчи ҫамрӑк туссен) партийӗ1946 ҫулта тунӑ консерватизм партийӗ.

1946—2024 ҫулсенче пур КХДР-нчи партисемпе юхӑмсене пӗрлештерекен Пӗрлешнӗ демократи тӑван ҫӗршыв фрончӗ (ПДТҪФ) пулнӑ. ПДТҪФ икӗ Корейсен реюнификаци шухӑшне пулӑшнӑ.

Патшалӑх уявӗсем

Григорий календарӗпе:

Уйӑх календарӗпе:

  • 1-мӗш уйӑх уйӑхӗн 1-мӗшӗ — Соллаль;
  • 1-мӗш уйӑх уйӑхӗн 15-мӗшӗ — Тэборым;
  • Акан 4—5 — Чхонмён;
  • 5-мӗш уйӑх уйӑхӗн 5-мӗшӗ — Тано;
  • 8-мӗш уйӑх уйӑхӗн 15-мӗшӗ — Чхусок.
Remove ads

Этеплӗх

Thumb
Пхеньянти "Ариран" ӑестивалӗ

КХДР-нче "корей ятарлӑхӗпе социализм реализмӗ" кинофильма тӑвакан аталаннӑ киноиндустри пур. Мультфильмсене те тӑвать[22].

Спорт

Thumb
"Тхэквондо" палли

КХДР-нче йӑлана кӗнӗ корей халӑхӗн тата анӑҫран илнӗ спорт тӗсӗсем пур.

Вӗренӳ

Thumb
Пхеньянти акӑлчан чӗлхи лекцийӗ
Thumb
Ким Чхэк ячӗллӗ промышленоҫ институчӗн электронлӑ вулавӑшӗ, Пхеньян

1975 ҫултан КХДР-нче пӗтӗм кирлӗ 11 ҫуллӑ вӗренӳ пур. Аслӑ тата вӑтам вӗренӳре техника ӗҫне нумайрах суйлаҫҫӗ[23].

КХДР-нчи чи пысӑк аслӑ вӗренӳ шкулӗ — Ким Ир Сен ячӗллӗ университечӗ.

Сывлӑх сыхлӑхӗ

КХДР-нче патшалӑх медицина пӑхнипе медицина страхлани пур[24].

Экономика

Хӗҫ-пӑшал вӑйӗсем

2024 ҫулта КХДР арминче 1280 пин ҫын пулнӑ (600 пин ҫын сыхлавра)[25].

Ядерлӑ программи

КХДР ядерлӑ хӗҫ-пӑшала 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчен тума пуҫланӑ шутланать.

Тулашри политика

2013 ҫулта КХДР-н ПНО-нчи 161 патшалӑх шутшӑнакансемпе дипломати ҫыхӑнӑвӗ пур. Унпа 31 ҫӗршыв, АПШ-пе Японие шутласа, дипломатие пулӑшмасть[26]

Массӑла информаци хатӗрӗсем

КХДР-нче 30 ытла хаҫат кӑларать (акӑлчанла, французла, испанла, японла, вырӑсла, китайла хаҫатсене шутласа)[27].

Ҫакӑн пек пӑхӑр

Асӑрхавсем

Вуламалли

Каҫӑсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads