Матен Емельян Захарович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Матен Емельян Захарович (паспортри хушамачĕ - Захаров, 1893 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ, Иккасси ялĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) — 1941 çулхи чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕ) — чăваш литература тишкерӳçи.

СССР ÇП пайташĕ (1934).

Пурнăçĕ

1893 çулхи çурла уйăхĕн 1 халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районне кĕрекен Иккасси ялĕнче çуралнă.

Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулĕнче, Петроградри тĕн академийĕнче (1917) тата Ленинградри тухăç халăхĕсен ăслăлăх тĕпчевĕн институчĕн аспирантуринче (1929) пĕлӳ пухнă.

Вĕрентӳçĕ вырăнĕнче ĕçленĕ (1923—1926), Чăваш педагогика институчĕн доценчĕ (1930—1937) пулнă. Çавăн пекех 1935—1937 çулсенче чăваш тĕпчев институчĕн директор çумĕ пулнă.

1937 çулта репрессине лекнĕ.

1941 çулхи чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче вилнĕ.

1956 çулта ырă ятне тавăрнă.

Remove ads

Пултару ĕçĕсем

Емельян Матена чăваш литература тишкерĕвĕн никĕçлевçи тесе шутлаççĕ. 1934 çулта вăл «Чăвашсен илемлĕ литератури» кĕнекине пичетлесе кăларнă. Унта вăл чи малтан К. Иванов, П. Хусанкай, С. Элкер тата ытти çыравçăсен пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕн çырса кăтарнă.

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads