Именкасси (Патăрьел районĕ)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Именкасси (Патăрьел районĕ)map
Remove ads

Именкасси, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. Ялта шкул, фельдшер пункчĕ, клуб пур. Чăвашсем (вĕсем ытларах) тата тутарсем пурăнаççĕ.

Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Именкасси (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Краткие факты
Remove ads

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

1868 çулта ялта 36 кил пулнă, вĕсенче 92 арçынпа 103 хĕрарăм пурăннă.

1911 çулта ялта 72 кил пулнă, вĕсенче 213 арçынпа 1097 хĕрарăм пурăннă. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 389 çын, çав шутра 199 арçын, 190 хĕрарăм пурăннă[1]. Ялйышăн тутар пайĕ Пĕртăван Шигабедтиновсен урамĕнче, халăхра Тутаркасси текенскерте, пурăнать. Унта пурĕ 20 (çирĕм) кил. Мичĕт пур. Мăссăльмансен 21-мĕш номĕрлĕ приххучĕ. Тутарсем кунта кÿршĕри Хирти Пикшик ялĕнчен XIX ĕмĕр вĕçĕнче куçса килнĕ[2].

Remove ads

Кун-çулĕ

Именкассипе Тикеш ялăсем хушшинче X-XI ĕмĕрсенчен юлнă хулаш (хула вырăнĕ) пур.
Ял 16 ĕмĕр варринчех пулнă. 1608/09 çулхи документсенче яла асăннă.

Хальхи Красноармейски районне кĕрекен Именкасси ялĕнчен куçса кайнă чăвашсем пуçласа янă. Ял ячĕ тутарла имен (юман) тенине пĕлтерет. Патăръел Именкассийĕнче тутар (мишер) урамĕ те пур.

1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[3]..

Remove ads

Паллă ентешсем

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads