Итĕм-Кура
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Итĕм-Кура (выр. Илим-Гора), — Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районне кĕрекен чăваш ялĕ.
Remove ads
Халăх йышĕ [1], ял тытăмĕ
1747 | 1762 | 1926 | 1939 | 1959 | 1979 | 1989 | 1996 |
---|---|---|---|---|---|---|---|
270 яхăн | 363 | 1205 | 967 | 936 | 813 | 698 | 670 яхăн |
Тавралăхĕ
Ял Илем шывĕ хĕрринче ларать. Çăрттанлăран 12 км хĕвелтухăçра вырнаçнă.
Кунçулĕ
Ку таврана чăвашсем XVII ĕмĕр вĕçнелле куçса килсе ларнă. Пенза облаçĕнчи паллă краевед-тĕпчевçĕ В. Бердников хăйĕн «История наших сел» историлле очеркинче Итĕм-Кура пирки «Основание его относится к 70-80 годам XVII века» тесе çырать. 1718 çулта документсенче Чĕмпĕр кĕпернинчен килнĕ 7 кил пулнине палăртнă. 1917 çулхи революциччен çак ял Сарăту кĕпернине кĕнĕ. Халăх йышĕ:1926 çулта – 1205, 1959 – 936, 1979 – 813, 1989 – 698, 1996 – 670 çын.
Вуламалли
- Юхма Мишши. Илем шывĕ хĕрринче. //Юхма Мишши. Çилçунат. Шупашкар, 1976. — С.104-124.
Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем
- Данилов Александр Максимович (1938 çур.) — математик, техника ăславĕсен докторĕ (1998), профессор (1990)[2] [3].
- Байдюшев Михаил Михайлович (Пайтÿш Мишши), — таврапĕлÿçĕ, ялти шкулта истори вĕрентнĕ.
- Галахов Михаил Сергеевич (1954 çур.) — 2003-мĕш çултанпа Пенза облаçĕн ветеринари хĕсмечĕн пуçлăхĕ.
- Башкирова Нина Евгеньевна (1952 çур.) — вырăнти "Асамат" пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи.
- Штурмина Татьяна Юрьевна (2000 çур.) — Пензăри медицина колледжĕн вĕренекенĕ, XVIII "Кĕмĕл сасă" конкурсăн тата Иркутскри "Акатуй-2017" ĕçтăвăм хутшăнавçи; Итĕм-Кура ялĕнчен тухнăскер[4][5].
- Штурмин Николай Константинович (6.9.1959—23.6.1982) — лейтенант, парашют-десант взвочĕн командирĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ; Афганистанра вилнĕ[6].
Remove ads
Кăсăклă фактсем
- Ялти шкулта Курак Иван Игнатьевич (1889-1942) ачасене вĕрентсе пурăннă (1914-1918).
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads