Колыма (юханшыв)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Колыма́ (якут. Халыма) — Якутипе, Магадан облаçĕнчи юханшыв, Аян-Юрях тата Кулу юханшывсен пĕрлешнинчен пуçланать. Тинĕсе виçĕ тĕп юппипе кĕрет: Колымская (Каменная), сылтăмми, карапсем ишекенн, Походская тата Чукочья. Дельта тăршшĕ 110 çх, лаптăкĕ 3000 çх².
Remove ads
Юпписем
Чи пысăк юпписем: Таскан, Сеймчан, Поповка, Ясачная, Зырянка, Ожогина, Седедема — сулахайра; Бахапча, Буюнда, Балыгычан, Сугой, Коркодон, Каменка, Берёзовка, Омолон, Анюй — сылтăмра.
Истори
Вырăссем Колыма юханшывне 1638—39 çулсенче казаксем Индигирка тата Алазея уçнă хыççăн çитнĕ. 1644 çултах Михаил Стадухин колыма Анат Колыма хĕллĕхи çуртне никĕслесе хастар çапăçакан чукчăсем çинчен пĕлтернĕ. Каярах çак вырăнтан хĕвелтухăç еннелле талпăннă.
Семён Дежнёв ытти казаксемпе пĕрле Анадырь вăррине тупма тинĕспе çулçӳреве тухнă. КУнтан тинĕс çыранĕсене тата çывăхри утравсене тĕпчеме нумай экспедици хускалнă. Дмитрий Лаптев 1741-мĕш çулта Чул Колыма вăрринче маяк лартнă. Врангель, Биллингс тата ытти экспедицисем те çакăнтан пуçланнă.
Колыма юханшывĕ тăрăхĕнче ССРС вăхăтĕнче ГУЛАГăн Береглагĕ вырнаçнă.
Remove ads
Портсем
Колыма тăрăх Бахапча вăрри таран карапсем çӳреççĕ; навигаци 3—3,5 уйăх. Тĕп портсем: Усть-Среднекан, Зырянка, Черский, Зелёный Мыс, Край Лесов.
Гидроэнергетика
Юханшыв çинче Магадан облаçĕн пысăк пайĕпе Магадан хулине электричествăпа тивĕçтерекен Колыма ГЭСĕ вырнаçнă. Халĕ Усть-Среднекан ГЭСĕ тăваççĕ. Колыма бассейнĕнче ылтăн çĕруправĕсем пур. Юханшывăн анат юхăмĕнче ряпушка, муксун, сиг, нельма, омуль пуллисене тытаççĕ.
Вуламалли
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads