Ылтăн

From Wikipedia, the free encyclopedia

Ылтăн
Remove ads

Ылтăн — Хими элеменчĕсен периодикă таблицин 79-мĕш элеменчĕ, сарă паха металл.

Подробнее Ылтăн / Aurum (Au), Атом палăрăмĕсем ...
Au 79
196,96654
[Xe]4f145d106s1
Ылтăн
Remove ads

Истори

Ылтăн — калăпăр, этем паллашнă пĕрремĕш металл.

Раççейре пĕрремĕш ылтăн тупăçлаканĕ Ерофей Марков шутланать, ăна Екатеринбург çумĕнчи Берёзовский хулинче палăк лартнă.

Ылтăна тупăçлани пирки: Çĕпĕрти ылтăн амаклăхĕ, Аляскăри ылтăн амаклăхĕ статьясенче вулăр.

Физика уйрăмлăхĕсем

Тап-таса ылтăн — сарă тĕслĕ туптăнакан çемçе металл.

Изотопĕсем

Тĕп статья: Ылтăн изотопĕсем

Тупăшлани

Thumb
Çутçанталăкри ылтăн шăранчăкĕ

Хими пахалăхĕсем

Ылтăн — чи сӳрĕк металл, напряженисен ĕречĕнче урăх пур металсенчен сылтăмарах тăрать, тивĕçлĕ майсенче вăл чылай кислотасемпе хутшăнмасть, çавна пула ылтăна пархатарлă металсем шутне кĕртеççĕ. Каярах патша водки ылтăна аркатма пултарнине тĕпчесе уçнă.

Ылтăн вĕри тачăланă селенлă кислотара çеç ирĕлет:

2Au + 6H2SeO4 = Au2(SeO4)3 + 3H2SeO3 + 3H2O

Ылтăн çамăллăн тенĕ пекех йӳçлĕкпе тата ытти йӳçĕлекенсемпе при участии комплексобразователей. Çапла, цианид йӳçлĕклĕ шыв шĕвекĕсенче ылтăн ирĕлсе, цианоаурат тăваççĕ:

4Au + 8CN + 2H2O + O2 → 4[Au(CN)2] + 4 OH


Ылтăн çăмăллăн шĕвек бромпа тата унăн шыв шĕвекĕсемпе, органикăллă ирĕлтерекенсемпе хутшăнса, трибромид AuBr3 пулса тухать.

Фторпа ылтăн 300−400 градусĕсенче хутшăнать Шаблон:Градус Цельсия, сивĕрех чух реакци пулса иртмест, хытă вĕрирех температурăсенче ылтăн фторичĕсем арканаççĕ.

Ылтăн çаплах ртутьре ирĕлет, çăмăл шăрануллă хутăш (амальгама) пулса тухать.

Амальгами меслечĕпе

Циани меслечĕпе

Remove ads

Физиологи ĕçлĕхĕ

Ылтăнăн хăшпĕр çыхăнăвĕсем токсикăллă, Пӳресенче, пĕверте, сулара тата гипоталамусра пухăнса юлаççĕ,çак вара дерматит, стоматит, тромбоцитопени чирне кĕртет.

Усă курни

Промăçлăхра усă курни

Ылтăн шăранăвĕсем шăл сиплев ĕçĕнче (стоматологире)

Хăйĕн хăватлă тутăхманлăхне тата ĕçре çăмăл пулнине кура, ылтăна тахçанах шăл протезĕсен материалĕ вырăнне усă кураççĕ. Çирĕплĕх пахине çитерме япалана ятарлă шăрантаççĕ.

Ылтăн хакĕ


Ылтăнăн тасин виçисем

Британи каратлă йĕрки

Йăла йĕркипе таса ылтăна британи карат виçипе танлаштараççĕ. 1 британи карачĕ шăран лаптакĕн çирĕм тăваттăмĕш пайĕн йывăрăшĕпе тан. 24-каратлă ылтăн (24K) таса шутланать, кирек епле хутăшсăр.

Тĕрлĕ ĕçсем валли ылтăн хаклăхĕн пахисене улăштарас тесен (тĕслĕхрен, хытарас тесе) ăна хутăштарса шăратаççĕ. Сăмахран, 18-каратлă ылтăн (18K) шăранчăкĕнче ылтăнăн 18 пайне 6 хутăш пай рулать.[2]

Раççейĕн янтă пурлăхĕ

Раççейĕн патшалăх резервĕнчи ылтăн янтă пурлăхĕ 2006 ç. пуш уйăхĕнче 386,6 тоннă (swap операцисенчи ылтăна шута илмесĕр) пулнă. Раççейĕн мĕнпур ылтăн-валюта резервĕн калăпăшĕ 2006 ç. пуш уйăхĕнче 3,8 % çитнĕ. Раççей тĕнчере патшалăх резервĕнчи ылтăн калăпăшĕпе 14-мĕш вырăнта.

Раççей пробăсен йĕрки

Раççейре йышăннă йĕрке пĕтем тĕнчеринчен уйрăм тăрать. Раççейре ылтăнăн тасалăхне пробăпа виçеççĕ.

Remove ads

Çавăн пекех пăхăр

Раçсейĕн ылтăн янти

  • Раççей империйĕн ылтăн янти
  • Сусал ылтăнĕ
  • Шурă ылтăн
  • Хĕрлĕ ылтăн червонное
  • Ылтăн хлоричĕ
  • Империал
  • Червонец ?

Тăтăрхаллă пуплерĕшсем

  • Самăвар ылтăнĕ
  • Пур ялтăрка ылтăн мар
  • Ылтăн алăсем
  • Ылтăн пăру
  • Раççейĕн Ылтăн кăшăлĕ
  • Парти ылтăнĕ
  • Ылтăн Урта
  • Ылтăн Çыран
  • Ылтăн Мăйрака
  • Ылтăн Хапха
  • Ылтăн Хăйăр
  • Ылтăн лихорадка

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads