Коми чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Ко́ми чĕлхи (коми коми кыв) — коми-зырянсемпе халăхĕсен чĕлхи. Коми Республикипе Пермь Енĕнче, кăштах Киров облаçĕн çурçĕр-тухăçĕнче, Коль çурутравĕнче тата Çĕпĕрĕн тĕрлĕ çĕрĕсенче саралнă. Калаçакансен йышĕ 311,6 пин çын (2002, халах çыравĕ).

Чĕлхере пурĕпе 10 диалект шутланать. Литература чĕлхине Сыктывкарçум диалекчĕпе никĕсленĕ.
Коми — икĕ пермь чĕлхисенчен (урал çемьин финн-укăр турачĕ) пĕри. Виçĕ пысăк пуплеве уйăраççĕ, кашнин хăйĕн литература стандарчĕ:
- çурçĕр (литература коми-зырян чĕлхи),
- кăнтăр (литература коми-пермяк чĕлхи),
- коми-язьви (çырулăхĕ 2003 çултанпа).
Вырăс чĕлхи (литература чĕлхипе те, çаплах çурçĕр вырăс пуплевĕ ăшне путса пĕтсе пырать).
Remove ads
Кун-çулĕ
Пĕрлĕ коми-чĕлхе, В.И. Лыткин шухăшĕпе, IX—XI ĕмĕрсенче икĕ çĕрçуллăх хушши пулнă. Кайран, коми йăхĕсем миграци пулăмĕпе çурçĕре куçса кайса, авалхи коми тĕрлĕ çĕрсене саралса вырнаçнă, XIV—XV ĕмĕрсенче чĕлхе коми-зырян тата коми-пермяк чĕлхисене уйрăлса каять[1]. Коми-язьви пуплевĕ каярах, тухăс пермяксем куçса килнĕ вырăс çыннисемпе хутăшсан, пулса каять.
Антропонимика
Никĕс сăмахĕсен таблици
Никĕс сăмахĕсен таблици финн-укăр урăх чĕлхисемпе пĕрле.

Грамматика пахалăхĕ
Вокалĕнче 7 уçă (коми-язьвинче 10) сасă, çав шутра вăтам ретрисем (ы, ӧ).
[[Консонантизм]а], удмурт чĕлхинчи пекех, 26 хупă сасă кĕрет.
Пусăмĕ кашни диалектра хăй евĕр.
Тăван удмурт чĕлхинчен хушма ӳкĕмсене (финалис, комитатив тата хăш диалектсенче — компаратив) пула уйрăлса тăрать.
Лексикинче тĕрĕк сĕмĕ, удмурт чĕлхипе танлаштарсан, хавшакрах.
Çырулăхĕ
Авал пермь çырулăхне (абур, анбур) Пермь Стефанĕ миссионер XIV ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче хайланă.
XVII—XVIII ĕмĕрсенче ăна вырăс алфавичĕн никĕсĕпе тунă темиçе вариантлă çырулăх ылмаштарнă. 1917 çулчен коми чĕлхин тĕрлĕ диалекчĕпе вĕрентӳ тата чиркӳ литературине кăна пичетленĕ. 1917 çул хыççăн икĕ литература виçи — коми-зырян тата коми-пермяк пĕр пекрех алфавитлă диалект пулса тăнă. 1920 çултанпа çырăвăн молодцов алфавичĕпе (вырăс графики никĕсĕнчи улăштарнă темиçе графемăллă) тата фонематика системипе уса кураççĕ.
1930—1936 çулсенче латин саспаллисене усă курса çырнă. 1918—1930 тата 1936—1938 çулсенче Молодцов алфавитне усă курнă.
А а | Б б | В в | Г г | Ԁ ԁ | Ԃ ԃ | Д д | Е е | Ж ж | Ԅ ԅ | Ԇ ԇ | |
И и | Ј ј | К к | Л л | Ԉ ԉ | М м | Н н | Ԋ ԋ | О о | П п | Р р | |
С с | Ԍ ԍ | Т т | Ԏ ԏ | У у | Ф ф | Х х | Ч ч | Ш ш | Щ щ | Ы ы |
1930 çултанпа алфавита латинланă, 1936 çулта каллех В. А. Молодцов алфавитне пурнăçа кĕртнĕ, 1938 çулта ана вырăс алфавитне, икĕ сасă паллипе (і, ӧ) коми-зырянĕсемпе коми-пермяксем уса куракан диграфа хушса тунă. Коми-язьви чĕлхинче і, дз сасă паллисем пур, çапах та ӱ, ө, дч хушнă.
Паянхи алфавичĕ
Хальхи алфавита 1938 çулта хута кĕртнĕ, унта пурĕ 35 саспалли:
- Аа, Бб, Вв, Гг, Дд, Ее, Ёё, Жж, Зз, Ии, Іі, Йй, Кк, Лл, Мм, Нн, Оо, Öö, Пп, Рр, Сс, Тт, Уу, Фф, Хх, Цц, Чч, Шш, Щщ, Ъъ, Ыы, Ьь, Ээ, Юю, Яя
Саспаллисен хушшинче пĕтĕм 33 вырăс алфавичĕн саспалли тата Ii, Öö ятарлă саспаллисем.
Remove ads
Хисеп ячĕсем
1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 20 | 30 | 40 | 50 | 60 | 70 | 80 | 90 | 100 | 1000 |
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ӧти (медводдза — пĕрремĕш) | Кык | Куим | Нёль | Вит | Квайт | Сизим | Кӧкъямыс | Ӧкмыс | Дас | Дас ӧти | Кызь | Комын | Нелямын | Ветымын | Квайтымын | Сизимдас | Кӧкъямысдас | Ӧкмысдас | Сё | Сюрс |
Периодика кăларăмĕсем
- Коми му — республика хаçачĕ
- Чужан кыв (журнал) — филологи журналĕ
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads