Коперниций
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Remove ads
Коперници (лат. Copernicium, Cn, маларах Унунби ятпа палăртнă лат. Ununbium, Uub е эка-ртуть) — 112-мĕш хими элеменчĕ. Чи стабиллă 285Cn изотопĕн тĕшĕнче 112 протонпа, 173 нейтрон. Çурма аркану тапхăрĕ 34 секунд яхăн. Коперници чĕркĕмĕл евĕр кĕмĕл тĕслĕ шĕвек пулас. 112-мĕш элемент уçнине ИЮПАКра çирĕплетнĕ [1] , ун ятне çирĕплетме палăртнă[2].
Cn | 112 |
285 | |
[Rn]5f146d107s2 | |
Коперници |
Remove ads
Истори
Коперницие чи малтан 1996-мĕш çулăн нарăсăн 9-мĕшĕнче Германири Дармштадтри йывăр ионсен институтĕнче С. Хоффманн (S. Hofmann), В. Нинов (V. Ninov), Ф. П. Хессбергер (F. P. Hessberger), П. Армбрустер (P. Armbruster), Х. Фолгер (H. Folger), Г. Мюнценберг (G. Münzenberg) тата ыттисем синтезланă (Gesellschaft für Schwerionenforschung, GSI). 277Cn изотопăн икĕ тĕшне йывăр ионсене хăвăрлаканта цинк йĕтрисемпе хура тăхлан мишенĕсене персе туса илнĕ.[3].
Йывăртарах изотопĕсене каярах Дубнари ОИЯИ унунквади арканнă хыççăн тупнă (2000 тата 2004 çулсенче)[4][5][6].
2006-мĕш çулта ОИЯИ аркану продукчĕсене химилле палласа изотопсен синтезне çирĕпленĕ. Плутони-242-рен тунă мишене кальций-48 изотпопĕпе пенĕ. Реакцинче 114-мĕш элемент синтезленнĕ хыççăн вăл атмосфера пусăмлă гелипе аргон хутăшлă камерăна лекнĕ. Çур секкунтран 287Uuq альфа-аркану хыççăн 283Cn изотоп пулнă. Ăна газ юхăмĕ ылтăн детекторлă криоген камерине илсе кайнă. Детекторсем çинче 112-мăш элемен арканнине сиснĕ.[7][8].
Remove ads
Изотопĕсем
Ячĕ
GSI тĕпчевçисем в честь Н.Коперника халаласа 112-мĕш элемент валли «коперници» (Copernicium, Cn) сĕннĕ [10]. ИЮПАК 2010-мĕш çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче официаллă элемент ятне çирĕплетнĕ 19 февраля а[11][12].
Элемнтăн символĕ пирки тавлашусем пынă[13]. Уçакансем сĕннĕ Cp символ икĕ сăлтавпа тивĕçтермен:
- органика химинче ку символпа циклопентадиенил радикалне палăртаççĕ;
- Германинче лютецие нумай вăхăт хушши кассиопи тенĕ тата Cp символпа палăртнă.
Асăрхатарусем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads