Кузьмин-Юманади Яков Фёдорович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Кузьмин-Юманади Яков Фёдорович — тĕрлĕрен кĕнекесем, статьясем çырма хутшăннă паллă мар автор. Хăçан çурални, ăçта пурăнни, биографийĕ, сăнĕ пирки каллех нимле хыпарсем те çук.

Ăçтан сиксе тухнă-ха ку ят?

1993-мĕш çулта паллă тутар чĕлхеçи тата политика[1] тата пĕрлĕхлĕх ĕçлевçи М.Ф.Закиев Хусанта "Атăлçи пулхăрсем тата вĕсен еткерçисем" ятпа кĕнеке кăларать[2]. Анчах та пĕччен мар: Яков Фёдорович Кузьмин-Юманади ятлă çумавтор пур! Каярахпа Я.Ф.Кузьмин-Юманади ячĕпе, "Кулешов П." текен çумавторпа пĕрле каллех хайлавсем тухаççĕ[3]. Çавăн пекех унăн хăй пĕччен кăларнă шутланакан хайлавсем те пур. Хăшĕсем 1980-мĕш çулсенчех тухнă.

Remove ads

Мĕн пĕлме пулать-ха ун пирки?

Акă пĕри мĕн тет:

<Куçару: Ĕмĕрсенчи субъективлă суя шухăшпа пурнакан историксен вăйăмĕнчен хăтăлса, ĕнтĕ объективлăн шутлакан тĕпчевçĕсем чăваш халăхĕн ăçлавçисем хушшинче те палăрма пуçларĕç.>

Теприн сăмахĕ:

<Куçару: 1993-мĕш çулта эпĕр чăваш историйĕн тата чĕлхин специалисчĕпе Я.Ф.Кузьмин-Юманадипе пĕрле ятарлă кĕнеке кăлартăмăр, пулхăрсем чăваш чĕлхеллĕ иккенне çирĕплетессишĕн тухнă ĕçсене шĕкĕлчерĕмĕр [Закиев М. З., Кузьмин-Юманади Я. Ф. 1993]>

"Сувары.рф" сайт пĕлтерет:

<Куçару: М.З.Закиев каланă тăрăх, Я.Ф.Кузьмин-Юманади ăна пĕрле пулхăр-чăваш концепцине тиркекен ĕç çырма сĕннĕ.>

Каллех М.З.Закиев:

<Куçару: Яков Фёдорович Кузьмин-Юманади, нацилĕхĕпе чăвашскер тата чăваш материалне пит аван пĕлекенскер, пирĕн çумавтор пулчĕ. Тĕпчевĕн ячĕ — "Атăлçи пăлхарсемпе вĕсен еткерçисем".>

Турцири çăлкуçсенче çапла пĕлтернĕ[6]:

Prof. Dr. <профессор доктор> Yakov Kuzmin-Yumanadi
Yrd. Doç. Dr. <пулашавçă доцент доктор> Pavel V. Kuleshov
Kazan Devlet Üniversitesi Tarih Fakültesi <Хусанти (Атăлçум) патшалăх (федераллĕ) университет,истори факультечĕ (институчĕ)> / Tataristan <Тутарстан>

Remove ads

Интернетри ĕçлевçĕсем мĕн шавлаççĕ тата?

Владимир Леонидович Болгарский пĕлтерни:

Zhendoso пĕлтерни:

Thumb
Mirfatykh Zakiev, (2021-08-30)
Remove ads

Я.Ф.Кузьмин-Юманади ячĕпе тухнă хайлавсен йышĕ[9]

  • Закиев М. З., Кузьмин-Юманади Я. Ф. Волжские булгары и их потомки. — М.: ИНСАН, Российский фонд культуры, 1993. —160 с. ISBN 5-85840-265-8.
  • Кузьмин-Юманади Я. Ф., Кулешов П. Этногенез чуваш по данным этнографии, археологии, антропологии и лингвистики. Часть II. — Казань, 2004. — 35 с.
  • Кузьмин-Юманади Я. Ф., Кулешов П. Этногенез чуваш по данным этнографии, археологии, антропологии и лингвистики. Часть I. — Казань, 2003. — 34 с.
  • Kuzmin-Yumanadi, Yakov; Kuleshov, Pavel. “Hazarlar”, Çev. Babür Turna, Türkler Ansiklopedisi, Cilt II, 12. Bölüm, Balkan Ciltevi, Ankara, 2002, [s. 464-472], s. 814—841.
  • Kuzmin-Yumanadi, Yakov; Kuleshov, Pavel. Çuvaşlar ve Etnik Oluşumları, Çev. Babür Turna, Türkler Ansiklopedisi, Cilt II, 12. Bölüm, Balkan Ciltevi, Ankara, 2002, [s. 491-496], s. 859-868.
  • Kuzmin-Yumanadi Ya. F. Jewish and Khazar Heritage in the Ethnic Culture and Vocabulary of the Chuvash People. — Kazan, 2001.
  • Кузьмин-Юманади Я. Ф. Чуваши — потомки средневековых хазар. — Казань, 1999.
  • Кузьмин-Юманади Я. Ф. Тюркизмы в венгерском языке и в славяно-болгарском именнике. // Формирование татарского литературного языка. — Казань, 1989.
  • Кузьмин-Юманади Я. Ф. Чувашские слова в булгарской эпиграфике. // Истоки татарского литературного языка. — Казань, 1988. — С. 72—87.
  • Кузьмин-Юманади Я. Ф. Гебраизмы в чувашском языке. // Советская тюркология. — Баку, 1987. — Вып. 3. — С. 68—76[10].
  • Кузьмин-Юманади Я. Ф. Об истоках булгарской эпиграфики второго стиля. // Формирование и функционирование татарского языка. — Казань., 1986. — С. 22—33
Remove ads

Çавăн пекех пăхăр

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads