Туçи мари чĕлхи

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Туçи мари чĕлхитуçи марисен чĕлхи, мари чĕлхин туçи пуплевĕн никĕсĕпе йĕркеленĕ литература чĕлхи. Калаçакан йыш — 36 822 (2002 çулхи халăх çыравĕ). Мари Элĕн Туçи Мари, Юри тата Килемар районĕсенче, çаплах Чулхула облаçĕн Воскресенск районĕнче, Киров облаçĕн Ярань районĕнче сăмахлаççĕ.

Краткие факты Туçи мари, Классификаци ...

Туçи марилле «Жерӓ» тата «Йӓмдӹ ли!» хаçатсем, «У сем» литература журналĕ тухать.

Remove ads

Диалектсем

  • Туçи калаçăвĕ — туçи мари челхи, Атăлăн сылтăм çыранĕнче пуплеççĕ.
    • Елас пуплевĕ — литература чĕлхин никĕсĕ.
    • Кузнецов пуплевĕ
    • Емангаш пуплевĕ
    • Виловат пуплевĕ
  • Вăрман калаçăвĕ — вăрман марисен чĕлхи, Атăлăн сулахай çыранĕнче сарăлнă.
    • Чикмĕ пуплевĕ
    • Килемар пуплевĕ
    • Арди пуплевĕ
    • Юксар пуплевĕ

Çырулăхĕ

Туçи мари алфавичĕ

А а Ä ä Б б В в Г г Д д Е е Ё ё
Ж ж З з И и Й й К к Л л М м Н н
О о Ö ö П п Р р С с Т т У у Ӱ ӱ
Ф ф Х х Ц ц Ч ч Ш ш Щ щ Ъ ъ Ы ы
Ӹ ӹ Ь ь Э э Ю ю Я я      

Вуламалли

  • Юадаров К. Г. Горномарийский язык: (учебное пособие для учителей родного языка, студентов). Йошкар-Ола, 1997.
  • Саваткова А. А. Словарь горного наречия марийского языка. Йошкар-Ола, 1981.

Каçăсем

Краткие факты
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads