Муханов Вячеслав Фёдорович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Муханов Вячеслав Фёдорович (2.10.1956-мĕш çулта Канашра çуралнă) — теориçĕ-физик, космолог, физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1989), Мюнхен университечĕн (Германи) профессорĕ, 1997-мĕш çултанпа унти физика факультетĕнче астропĕрчĕсен физикипе космологи кафедрине ертсе пырать. Нумай-нумай чыславсене тивĕçнĕ çын.

Тĕпрен илсен, космологири инфляци теорине, ыттисемпе пĕрле, никĕслесе малалла аталантарнипе паллă.
Remove ads
Кунçул
Муханов Вячеслав Фёдорович 1956-мĕш çулхи октбрĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Енри Канаш хулинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Фёдор Муханов Тăвай районĕнчи Мучар вырăс ялĕнчен[1]. Вăл Канашри вакунсем юсакан савутра смена пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ, 2010-мĕш çул тĕлнелле вилнĕ. Амăшĕ — Алевтина Алексеевна Муханова (качча кайичченхи хушамачĕ Саландаева) 1932-мĕш çулта Чăваш республликинчи Комсомольски районĕнчи Хырхĕрри чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ[1], анчах та пĕчĕкренпех, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле, Канашра пурăннă. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех кондитер хапрăкĕнче тĕрмешнĕ. Халĕ пенсире. Ăславçăн кукамăшне, çичĕ ача амăшне, хут пĕлменскере, Анна Ивановна тесе чĕннĕ. Кукашшĕ — Алексей Алексеевич (е, ытти хыпарсем тăрăх, Николаевич), ăна ВОВ умĕн репрессиленĕ пулнă, 1957-мĕш çулта реабилитациленĕ. Куккăшĕсем (амăшĕпе пĕртăваннисем) — Константин тата Сергей, вăрçăра (ВОВ) пуç хунă.
Малтан килйыш Канашри Шмидт урамĕнче, кайран Шохвĕр урамĕнче. Хальхи вăхатра ăславçăн амăшĕ шăпах çавăнта.
Ăçта вĕренни
- Канашри 64-мĕш №-лĕ шкул (халĕ унăн номерĕ 11). 9-мĕш класа çитсен Чкалов урамĕнчи 62-мĕш шкула куçнă.
- Мускав университечĕ çумĕнчи 18 № физика-математика шкулĕ (халĕ Ятарлă вĕрентÿ тата ăслав центрĕ — СУНЦ)
- МФТИн пĕтĕмĕшле тата килтерĕш физика факультечĕ (1973-1979)
Ăçта ĕçлени
- ФИАН (Лебедев ячĕллĕ Физика институчĕ)
- Нуклонсар тĕпчевĕсен институчĕ (1989-1992)
- Цюрихри аслă техника шкулĕн доценчĕ (1992-1997)
- Мюнхен университечĕ (1997, 1998 — паянхи кунчченех)
Remove ads
Кун çути курнă ĕçĕсем
- Mukhanov, V. F., and G. V. Chibisov. "JETP Lett. 33 532 Hawking SW, 1982."Phys. Lett. B 115 (1981): 295.
- Mukhanov, Viatcheslav F. Physical foundations of cosmology. Cambridge University Press, 2005
- Mukhanov, Viatcheslav and Winizki, Sergei,"Introduction to Quantum Effects in Gravity", Cambridge University Press, 2007
Вуламалли
- Головина Н. С. Муханов Вячеслав Фёдорович — Электронла чăваш энциклопедири статья.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads