Непту́н — Хĕвел системин чи аякри саккăрмĕш планети. Системăра диаметăрпа тваттăмĕш тата массăпа виççĕмĕш. Нептун масси Çĕрĕннинчен 17,2 хут, экватор диаметрĕ 3.9 хут пысăкрах. [8].
Планета ятне римăн тинĕс туррине асăнса панă.
Çĕрпе Нептун виçисене танлаштарниХĕвел тавра çаврăннă май Нептун хăйĕн тĕнĕлĕ тавра 164,79хут çаврăнать.Нептун структури: 1. Çӳлти атмосфера, çӳлти пĕлĕтсем 2. Водородран, гелирен тата метанран тăракан атмосфера[9].
3. Шывран, аммиакран тата метан пăрĕнчен тăракан манти
4. Чуллă-пăрлă тĕшши[10].Мăн тĕттĕм пăнчă
80±3,2% водород (H2) 19±3,2% гели 1,5±0,5%, А. метан ~0,019% водород дейтеричĕ(HD) ~0,00015 этан Пăрсемаммиак шыв аммони гидросульфичĕ (NH4SH) 3,4% метан
Нептуна 1846 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче[12]Урбен Леверье, Иоганн Галле тата Гейнрих д’Арре ӳçнă.
Нептунăн тĕшши, Уранăнни пекех, пăрпа ту породисенчен калăпланнă [13].
Атмосферăн тулаш сийĕнче метан йĕрĕсем пулнипе планета кăвак тĕс парать[14]? [15].
Нептун атмосферинче Хĕвел системинчи планетăсен хушшинче чи вăйлă çилсем вĕреççĕ. Вĕсен хăвăртлăхе 2100 км/сех тарантесе шутлаççĕ хăшпĕрисем [16]. 1989-мĕш çулта планета патĕнче Вояджер-2 иртсе кайнă майНептунăн кăнтăр çурма чăмăрĕнче Юпитер çинчи Мăн хĕрлĕ пăнчă евĕрлĕ "Мăн тĕттĕм пăнчă" курнă.