Пенза кĕпĕрни

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Пенза кĕпĕрни — 1796—1797 тата 1801—1928 çулсенче Раççей империн, РСФСР тата ССРП пулнă администрациллĕ-территориллĕ виçи. Кĕперне хули — Пенза.

Географи

Thumb
Раççейĕн администрациллĕ пайланăвĕ (анăç пайĕ) 1917 çулта.

Кĕпĕрне лаптăкĕ — 34 129,1 çухрăм² (38 840 км²). Анăç енче — Тамбов, кăнтăр енче — Сарăту, тухăç енче — Чĕмпĕр, çурçĕр енче — Чулхула кĕпернисемпе чикĕ тытнă. 1926 çулта кĕперне çĕрĕн таптăкĕ 46 266 км² пулнă[1].

Истори

1780 çулхи авăнăн 15-мĕшĕнче II Кĕтерне реформипе Пенза енлĕхĕне йĕркеленĕ, унта унчен Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Пенза провинцине, çаплах Воронеж кĕпĕрнине кĕнĕ Шацк тата Тамбов провинцисен пайĕсене кĕртнĕ.

1796 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче Пенза енлĕхне Пенза кĕпĕрнине куçарнă, унта салатнă Сарăту кĕпĕрнин пайĕ те кĕнĕ.

1797 çулхи пушăн 5-мĕшĕнче Пенза кĕпĕрнине пăрахăçланă та уесĕсене Сарăту, Тамбов, Чулхула тата Чĕмпĕр кĕпернисене валеçнĕ.

1801 çулхи авăнăн 9-мĕшĕнче Пенза кĕпĕрнине 10 уес касса парса тепĕр хут туса хунă.

Пенза кĕпĕрнине 1891—1892 çулсенчи выçлăх вăхăтĕнче питĕ йывăр килнĕ.

1928 çулхи çăвăн 14-мĕшĕнче ПĔТК тата РСФСР Совхалкомĕн Йышăнăвĕпе Пенза кĕпĕрнине пĕтернĕ, унăн çĕрĕсем Вăтам Атăл облаçне кĕнĕ[2][3].

Remove ads

Кĕпĕрне пуçлăхĕсем

Thumb
Пенза кĕпĕрнпттăрĕсен резиденцийĕ

Генерал-кĕпĕрнаттăрсем

Подробнее Х. Я. А., Титул, чин, хисеп ...

Енлĕх пуçлăхĕсем

Подробнее Х. Я. А., Титул, чин, хисеп ...

Кĕпĕрнаттăрсем

Подробнее Х. Я. А., Титул, чин, хисеп ...
Remove ads

Çав. пекех

Литература

  • В. М. Терехин, «Археологические изыскания и раскопки» — «Пензенский сборник», вып. 1.
  • «Материалы для географии и статистики России» (Сталь, «Пензенская губерния»);
  • Памятные и справочные книжки Пензенской губернии. 1864, 1889, 1892—97 гг.;
  • «Сборник Пензенского губ. стат. комитета» (3 вып., 1893—1896);
  • К. Р. Евграфов, «25-летняя деятельность Пензенского земства, 1865—89»;
  • И. Кузьмин, «Пензенская губерния»;
  • А. Ф. Селиванов, «Буртасы»;
  • А. Ф. Селиванов, «Биографии пензяков»;
  • Справочная книжка Пензенской губернии на 1901 год.
  • Списки населённых мест Пензенской губернии 1869, JPG
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads