Танзани
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Танзани Пĕрлешнĕ Республики (суахили Jamhuri ya Muungano wa Tanzania [tanzaˈni.a], акăл. United Republic of Tanzania [ˌtænzəˈniːə] е [tænˈzeɪniə]) — Хĕвелтухăç Африкăри патшалăх. Çурçĕр енче Кеннипе тата Угандăпа чикĕ тытать, хĕвеланăç енчен Руандăпа Бурунди тата Конго Демократи Республики, кăнтăрта Замбипе Малави тата Мозамбик. Хĕвелтухăç чикки Инди океанĕпе иртет.
Remove ads
Географи

Африкăн чи пысăк кӳллисен пайĕсем: [[Виктори (кӳлĕ)|Виктория] çурçĕрте, тата Танганьика- хĕвеланăçĕнче тата Ньяса - кăнтăрта çĕршыв территорине кĕреççĕ. Африкăри чи çӳллĕ ту - Килиманджаро (5895 м) Танзани территоринче вырнаçнă.
Халăх
Халăх йышĕ 41,9 млн яхăн (2010 çĕртме). Çулталăкра ӳсни - Фертиллĕх — пĕр хĕрарăм вăтамран 4,3 ача çуратать. Ачасем вилни —1000 çуралнă ача çине 68. Вăтамран арçынсем 51 çул, хĕрарăмсем 54 çул пурнăнаççĕ. ВИЧ вирусĕ пĕтĕм халăхăн 6,2 % юнĕнче сарăлнă (2007 çулхи хаклав).
Хулара 25 % (2008) пурăнать. Этно-расса тытăмĕ - материк пайĕнче 99 % африканецсем ( тĕпрен илсен банту), 1 % — азиатсем (тĕпрен илсем индиецсем), шуррисем, арапсем. Занзибарта — тĕпрен илсен арапсем, африканецсем тата вĕсен метисĕсем.
Официаллă чĕлхесем - суахили тата акăлчан чĕлхи. Занзибарта арап чĕлхи сарăлнă, материк пайĕнче банту ушкăнĕнчи 130 чĕлхе яхăн.
Халăхăн 69 % (77 % арçын, 62 % хĕрарăм — 2002 çулхи çырав тăрăх) хутла пĕлеççĕ.

Remove ads
Административла пайлану

Вуламалли
- Громова Н. В. Язык суахили в современной Танзании // Межрасовые и межэтнические отношения в современной Танзании: Труды Российской комплексной экспедиции в Объединенной Республике Танзания (сезон 2005 г.) / Отв. ред. А. В.Коротаев, Е. Б. Деминцева. М.: Институт Африки РАН/УРСС, 2007. С. 84-93.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads