Бурунди
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Бурунди, — Африкăн тĕп пайĕнче вырнаçнă патшалăх. Руанда, Конго тата Танзани патшалăхĕсемпе юнашар вырнаçнă.
Remove ads
Истори
XVII ĕмĕртенпе никама та пахăнман патшалăх пек паллă. 1890-мĕш çулсенче нимĕçсен колонийĕ пулса тăнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи хыççăн вара Бельгине куçнă.
1962 çулта Бурунди пăхăнман патшалăх пулса тăнă. 1993 çулччен патшалăх влаçĕ тутсисен пĕчĕк ушкăнĕнче пулнă. Пăхăнма пăрахнă хыççăн тĕрлĕ халăхсем пĕр-пĕринпе хирĕçнĕ. Тĕп хирĕçӳсем 1964, 1972 тата 1990-мĕш çулсенче пулса иртнĕ.
1965 çулта хутусем патша йĕркине хирĕç пăлхав çĕкленĕ. Тутсисем астула хăйсен аллинче хăварма вăй тупнă. Анчах та кăшт вăхăт иртсен патша йĕркине хăйсемех пĕтернĕ.
1966—1993 çулсенче патшалăхра çар диктутури пуçланнă. Патшалăха ку вăхăтра Аслă Революци Канашĕн председателĕ ертсе пынă.
1993 çулта пĕрремĕш демократиллĕ суйлавра Мельхиор Ндадайене суйласа илеççĕ. Вăл хуту халăхĕнчен пулнă, анчах та кăштах вăхăт иртсен ăна тутсисен çар çыннийĕсем персе вĕлернĕ.
1996 çулта Пьер Буйои майор патшалăхри влаçа çавăрса илет.
2003 çулта патшалăх влаçĕ хутусем патне куçать, патшалăха Домитьен Ндайизейе ертсе пыма пуçлать.
Remove ads
Пайланăвĕ
Патшалăх 17 провинци çине пайланать, кашни вĕсенчен тата 117 коммунăран тăрать.
![]() |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads