Чукотка автономиллĕ тăрăхĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Чукотка автономи тӑрӑхӗ е кӗске Чукотка (чук. Чукоткакэн автономныкэн округ, выр. Чукотский автономный округ) — Раççей çурçĕр хĕвелтухăçĕнче вырнаçнă Инçет Тухăç Федераллă Округне кĕрекен автономлă округ. Тӗп хули - Анадырь. Тинӗспе АПШпа чикӗлет.
Remove ads
Чукотка çурутравне, материк пайне тата темиçе утрав (Врангель, Айон, Ратманов тата ыттисем) çинче вырнаçнă. Хĕвелтухăç Çĕпĕр тата Беринг тинĕсĕсем хĕрринче выртать.
Пысăк юханшывĕсем — Анадырь (юпписем Майн, Шурă, Танюрер), Омолон, Великая, Амгуэма, Большой тата Малый Анюи. Чи пысăк кӳллисем — Хĕрлĕ, Эльгыгытгын, Пекульней.
Чукоткăра çĕр айĕнчи пуянлăхсем нумай: нефть, çутçанталăк газĕ, çĕр кăмрăкĕ, ылтăн, тăхлан, вольфрам, чĕркĕмĕл. Чи паллă çĕруправсем: ылтăн çĕрĕ — Купол, Май, Каральвеемское; сапаланчăк ылтăн — Рывеемское, Пильхинкууль, Каральвеемское; тăхлан çĕрĕ — Пыркакайские штокверки, Иультин, Валькумей; вольфрам — Иультин; çĕр кăмрăкĕ — Анадырь хăмăр кăмрăк, Берингçĕр кăмрăк çĕруправĕсем. Врангель утравĕнче заповедник вырнаçнă.
Remove ads
Культура

Вырăнти халăхăн культурине упрама Эргырон ансамбль никĕсленĕ.
Халăх
Округра — 49,5 пин çын пурăнать (2009). Вăтам йышлăхĕ — 0,07 çын/км², хулара пурăнакансен шучĕ — 66,4 % (2009). 1990--мĕш çулсенче халăх йышĕ виçĕ хут чакнă,вырăнти мар халăхсем кунтан тухса кайнă пирки. Каярах халăх шучĕ питех ылмашмасть. 1939, 1959, 1970, 1979, 1989 тата 2002 çулсенчи çыравсем тăрăх, округра çак халăх çыннисем пурăннă (пин çын):
Remove ads
Адмистративла пайлану


Районĕсем
- Анадырь районĕ
- Билибино районĕ
- Иультин районĕ
- Провидени районĕ
- Чаун районĕ
- Чукотка районĕ
Тата пăхăр
- Анадырь тата Чукотка епархийĕ
- Эргырон
- Научно-популярный фильм киностудии "Леннаучфильм" «Ученые мира — Крайнему Северу», снятый в 1991 году (режиссер-оператор В.Петров). Фильм посвящен экологическим, экономическим и демографическим проблемам советской Чукотки.
Асăрхавсем
Каçăсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads