Чулман
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Чулман (тут. Чулман Идель, çаран мари Чолман, удм. Кам, пушк. Кама) — Атăлăн сулахай юппи. Атăлăн чи пысăк юппи.
Юханшыв тăршшĕ 1 805 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 507 км2. Тури Чулман сăртлăхĕнче юхма пуçлать те Куйбышев шывуправĕн Чулман кӳлмекне юхса кĕрет.
Remove ads
Юпписем
Пурĕ юханшыв бассейнĕнче 73 718 юханшыв, вĕсенчен 94,5 % — 10 çухрăмран та пĕчĕкрех юханшывсем. Тĕп юпписем:
- Кăнтăр Кельтма;
- Вишера (Колвăпа пĕрле);
- Чусовой (Сылвăпа пĕрле);
- Шур Атăл (Ӗпхӳпе пĕрле)
- Ик;
- Зай;
- Коса
- Обва
Атăл е Чулма çырма
Атăлпа Чулма çырма пысăкăшĕ пĕр пек, анчах та тĕп юханшыв вырăнне Атăла шутлаççĕ. Ку вăл историпе çыхăннă пулăм. Гидрологи уйрăмлăхĕсене пăхсан вара тĕп юханшыв вырăнне Чулма шутланмалла: унăн бассейн лаптăкĕ пысăкрах, вăтамран шыв калăпăшĕ ытларах юхать, тинĕс шайĕнчи вăтамри çӳллĕшĕ пысăкрах. Çапла вара гидрологи уйрăмлăхĕсене тĕпе хурсан Каспи тинĕсне Чулма юхса кĕрет теме май пур.
Упоминания в источниках
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads