Юрнă районĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Юрнă райо́нĕ (туçи мар. Йӱрнӹ кымдем[4], çаран мари Йӱрнӧ кундем, выр. Юринский район) — Мари Эле (РФ) кĕрекен администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район). Мари Элĕн анăçĕнче, Атăлăн сулахай енче вырнаçнă.

Администраци центрĕ — Юрнă хула евĕр паççулкă.
Район лапăкĕ 2154 çм² е 215400 га.

Remove ads
Тавралăхĕ
Атăлăн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. Чулхула облаçĕн Воскресенски тата Воротынски районĕсемпе, тухăç енче Мари Элĕн Килемар тата кăнтăр енчен Туçи Мари районĕсемпе юнашар вырнаçнă. Атăл юппи Ветлуга района иккĕне çурать.
Район çĕрĕ тăрăх çаплах Ветлуга, Люнда, Дорогуча шыв юхать. Республика чылай пĕчĕк юхан шывпа, кӳлĕпе пуян.
Район тытăмĕ, халăх йышĕ
2005 çулхи кăрлач, 1 тĕлне районра 10 800 çын пурăннă. Нумай вырăссем пурăнаççĕ, çармăссем те чылай.
Кун-çулĕ
Район хуçалăхĕ
Çутçанталăк янтă управĕсем
Район çĕрĕ тăрăх Атăл, Ветлуга, Люнда, Дорогуча шывсем юхаççĕ. Пĕчĕк юханшыв, кӳле чылай.
Чĕрĕ пуянлăх шутĕнче: торф, тăм, хăйăр (Марьино тата Зиновьев чĕруправĕсем).
Районăн 75% ытла территорине хутăш вăрман хуплать, çĕр пичĕ тӳрем.
Промăçлăхĕ
Промăç предприятисем йывăç касаççĕ, вутă, ĕç йывăç материалĕ сутаççĕ, торф кăлараççĕ.
Этеплĕх, çутĕç
Çутĕç
- 5 вăтам шкул
- 4 тулли мар вăтам шкул
- 9 пуçламăш шкул
- ПТУ-31.
Этеплĕх
- Районăн тĕп тата ача-пăча библиотеки, кĕвĕ шкулĕ.
- Истори ӳнерлĕх музейĕ.
Палăкĕсем

- Кил йăви архитектура палăкĕ «Шеремет карманĕ»
- Михаил-Архангел храмĕ
- Район территоринче пурĕпе:
- 59 археологи палăкĕ
- 21 истори палăкĕ
- 13 архитектура палăкĕ.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads