Ветлуга (юханшыв)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Ветлуга ((туçи мар. Вӹтлӓ; çаран мари Вӱтла, маларах Энер[çăлкуç?])) — Раççейĕн тĕп пайĕ тăрăх юхакан юханшыв, Атăл юппи. Юханшыв Киров, Кострома, Чулхула облаçĕсем тата Мари Эл республики тăрăх юхать.
Юханшыв тăршшĕ 889 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 39 400 çх2. Атăла юхса кĕнĕ вырăнта пĕр çеккунтра 255 м3 шыв юхать.
Ытларах енĕпе юр шывĕпе тулать. Чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче пăрланса ларать те ака уйăхĕнче пăртан тасалать.
Remove ads
Тавралăхĕ
[[


Юханшывăн сулахай çыранĕ çӳллĕ мар, сылтăмми вара чăнкă, 100 метр тарана çитет. Хăвăртлăхĕ пĕчĕк, кив çулĕсенчен юлнă шыв кӳлленчĕкĕсем нумай.
Юпписем
Юханшывăн юпписем нумай. Чи пысăккисем: Нея, Мăн Какша, Уста, Юранкă (выр. Юронга) — сулахайисем; Вохма, Люнда — сылтăм юпписем.
Ял-хуласем
Юханшыв хĕрринче Шарьйăпа Ветлуга ятлă хуласем, Варнавино, Ветлужски, Хĕрлĕ Бак, Воскресенски хула евĕрлĕ посёлоксем вырнаçнă. Шупашкар шывуправне юхса кĕнĕ вырăнта Юрино хула евĕрлĕ посёлок ларать.
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads