Енисей (юханшыв)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Енисей — Çĕпĕрти юханшыв, Çурçĕр Пăрлă океана юхса тухать. Ячĕ авал кăркăс «Эне-Сай» — юханшыв-анне сăмахĕнчен çуралнă.
Шыва куçарасси 19 800 м³/çек çитет. Юхăн калăпăшĕпе (624 çм³) Ениçей Раççейре 1-мĕш тĕлте пулать. Шыв çĕр лаптăкĕпе (2 580 пин çм²) Ениçей Раççейре 2-мĕш (Обь хыççăн) тата тĕнчере 7-мĕш вырăнта шутланать.
Remove ads
Тавралăхĕ
Тĕнчери пысăк юхан шывсенчен пĕри: тăсăлăвĕ Мăн Енисей Кĕçĕн Енисея çитиччен — 3487 çм, Кĕçĕн Енисей çăлкуçĕнчен шутласан — 4102 çм, Мăн Енисейĕн çăлкуçĕсенчен виçсен— 4092 çм, Селенга çăлкуçенчен пăхсан— 5539 çм.
Юхăмĕ

Енисей Кăсăл хули патĕнче, Бий-Хемпе Ка-Хем шывĕсем пĕрлешĕнне çĕрте пуçланать те Тăва çĕрĕсем тăрăх анăçалла юхать. Вăрахăн çурçĕрелле пăрăнать, Шăкăнар хулипе иртет. Красноярск Енĕнче, кукăрăлса, çурçĕр енне чупать. Саян-Шуша шывуправĕ урлă юхать, кайран Краснояр енпе Хакасине пайлать. Саяногорск, Абакан витĕр юхать. Кайран Енисей каллех Красноярск енĕн çĕрĕпе, Красноярск шывуправĕпе, Дивногорск, Красноярск, Лесосибирск, Енисейск витĕр юхать. Малалла шыв çурçĕрелле чăтлăх тайгапа юхать. Çурçĕр çаври хыççăн çеç Игарка урлă, ун хыççăн Таймыр автономлă округ çĕрĕсене юхса кĕрĕт. Дудинкăран иртсен чылаях сарăлать те Диксон хули патĕнче Кар тинĕснене кĕрет.
Remove ads
Юпписем
сулахай: Хемчик, Кантегир, Абакан, Кемь, Кас, Сым, Дубчес, Елогуй, Турухан, Малая Хета, Мăн Хета, Танама, Грязнуха сылтăм — Ус, Кебеж, Туба, Сыда, Сисим, Мана, Кан, Ангара, Мăн Пит, Чулай Тунгуска, Бахта, Анат Тунгуска, Курейка, Хантайка, Дудинка.
Хуласем
Кăсăл, Шăкăнар, Саяногорск, Абакан, Дивногорск, Красноярск, Лесосибирск, Енисейск, Игарка тата Дудинка.
Гидроэлектростанцисем: Красноярск ГЭСĕ, Саян-Шуша ГЭСĕ, Майн ГЭСĕ. XIX ĕмĕр вĕçĕнче Обь-Енисей каналĕ туса хунă, вăл Обь шывне Енисейпе шыв çулĕпе çыхăнтарнă. Халĕ каналпа усă курмаççĕ.
Çавăн пекех
- Енисей шывĕ урлă чукун çул кĕперĕ
- Енисей юханшыв пăрахут кампанийĕ
- Казачин пусахĕ
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads